27 августа 2011 г.
Юлашки çулсенче тĕнчери тĕрлĕ çĕр-шывра террорла актсем пулни, экстремистла ушкăнсем пĕр айăпсăр çынсене хур кăтартни пурне те сехĕрлентерет. Ку хăрушă инкексем пирĕн çĕр-шыври халăх пурнăçне те сахал мар татрĕç. Çакăн евĕр тĕслĕхсем пирĕн тăрăхра пулман пулсан та, лăпланса лармаллине пĕлтермест. Асăннă инкексенчен пиртен кашниех асăрханмалла. Террора хирĕç тăрасси, халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси çине Раççей Федерацийĕн ШĔМĕн районсем хушшинчи "Комсомольский" уйрăмĕн Елчĕк районĕнчи полици пайĕ пысăк тимлĕх уйăрать. Ку енĕпе çулсеренех ятарлă план хатĕрлетпĕр. Граждансене тимлĕхе ỹстерме хистесе информаципе пропаганда ĕçĕсем пурнăçлатпăр. Халăх йышлă çỹрекен вырăнсене асăрхаса тăрассине йăлана кĕртнĕ. Паспортпа виза режимне пăсакансене тупса палăртас тĕллевпе хăна çурчĕсене, общежитисене, ют регионтан килекен çынсем вăхăтлăх чарăнакан вырăнсене, хăрушлăх кăларса тăратакан объектсене тĕрĕслесех тăрасси те йăлара. Районта культурăпа массăллă, спорт тата ытти пысăк мероприятисене йĕркеленĕ вăхăтра пропуск режимне вăйлатассине те тĕпе хуратпăр. Ку енĕпе çул-йĕр инспекторĕсем те яваплăха туйса ĕçлеççĕ, ют регионтан килнĕ е иккĕлентерекен транспорт хатĕрĕсене чарса тĕплĕн тĕрĕслеççĕ. Терроризмран сыхланас енĕпе общественноçăн та пысăк яваплăх туймалла. Çакă чи малтанах шкул, культура çурчĕсен, халăх йышлă пухăнакан предприятисемпе организацисен ертỹçисене пырса тивет. Тĕрлĕ инкек-синкекре ачасене, халăха çуртран илсе тухмалли йĕркене кашни ĕçченĕн çирĕп пĕлмелле. Терроризмран е ытти инкекрен сыхланмалли тепĕр витĕмлĕ меслет - çурт-йĕре видеосăнавсем вырнаçтарни. Граждансене пĕлсе тăма çакна асăнас килет: вокзалта, пасарта, лавккасенче, вĕрентỹпе культура заведенийĕсенче, больницăра хăрушлăх кăларса тăратма пултаракан япаласене - хуçасăр сумкасемпе чăматансене, хутаçсемпе ешчĕксене асăрхасан пĕр тăхтаса тăмасăр полицин дежурнăй чаçне шăнкăравлама ыйтатпăр. Çуртсен çывăхĕнчи палламан çынсем те кашнинех сисчĕвлентерме тивĕç. Тимлĕх пирки асрах тытар. Сыхланакана Турă сыхлать тесе ахальтен каламан халăхра.