27 августа 2011 г.
Федерацин "Ирĕке тухнă çынсене административлă майпа асăрхаса тăрасси çинчен" саккунĕ вăя кĕнине илтрĕм. Саккун пирки тĕплĕнрех ăнлантарса параймăр-ши? Л.Мартынова. Ыйту çине Чăваш Республикинчи юсанмалли учрежденисенче саккунсене пăхăннине сăнаса тăракан Шупашкар прокуратурин ятарлă прокурорĕн пулăшуçи Д.Алексеев хуравлать: 2011 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчи федерацин "Ирĕке тухнă çынсене административлă майпа асăрхаса тăрасси çинчен" саккунĕ вăя кĕчĕ. Унпа килĕшỹллĕн ирĕкрен тухнисене куçран вĕçертмĕç, асăрхасах тăрĕç. Административлă асăрхава (административный надзор) суд палăртать, вăл ирĕкрен кăларакан е кăларнă, çапах та суд айăплавне пăрахăçламан е айăплав вăхăчĕ иртмен çул çитмен çамрăксене, йывăр е уйрăмах йывăр, çул çитменнисен тĕлĕшĕпе мăшкăл ĕçсем тунă преступленисемшĕн айăпланнисене, маларах та преступлени çулĕ çине тăнисене пырса тивет. Административлă асăрхава айăпçă юсану учрежденийĕнче пулнă хушăрах йĕркене киревсĕр пăсакансен шутĕнче пулнă, ирĕке тухнă хыççăн çулталăк хушшинче обществăлла йĕркене икĕ е ытларах хут пăснă пулсан та палăртаççĕ. Административлă айăплав вăхăчĕ çулталăкран пуçласа 3 çул таран е суд айăплавне пăрахăçличчен тăсăлма пултарать. Асăннă айăплав вăхăтне суд айăпçă хăйне мĕнле тытнине кура чакарма е тăсма пултарать.