Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Служба вырăнĕпе усă курнă

27 августа 2011 г.

 Елчĕк район прокуратури коррупцие хирĕç кĕрешесси çине пысăк тимлĕх уйăрать. Çурла уйăхĕнче вăл Раççей Федерацийĕн Уголовнăй кодексĕн 159 статйин 4 пайĕнче пăхса хăварнă преступление тунă В.Жестянкинăн уголовнăй ĕçне суда ярса панă. Асăннă ĕç пирки эпир маларах та хаçатра пĕлтернĕччĕ. Вулакана аса илтеретпĕр. Чăваш Республикин Следстви управленийĕн Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви пайĕ Элекçей Тимеш ялĕнчи автоçула тума шаннă "Дорсервис" ООО директорĕн В.Жестянкинăн ултавлă ĕçĕсемпе çыхăннă материалсене тĕрĕсленĕ хыççăн кăçалхи нарăс уйăхĕн 28-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Уголовнăй кодексĕн 159 статйин 4 пайĕнче пăхса хăварнă преступление тума пултарнă тесе уголовнăй ĕç пуçарнăччĕ. Çак ĕç çинче тĕплĕнрех чарăнса тăрар. 2009 çулхи раштав уйăхĕн 28-мĕшĕнче "Дорсервис" ООО директорĕ В.Жестянкин Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Элекçей Тимеш ялĕнчи Завод тата Тĕп урамсенчи çулсене сарса хытарма килĕшỹ тунă. В.Жестянкин шанăçпа усă курса килĕшỹре палăртнă условисене пурнăçламассине пĕлсе тăрсах, пурнăçланă ĕçсене йышăннине çирĕплетекен суя актсем хатĕрленĕ. Елчĕк ял тăрăхĕ "Дорсервис" ООО расчет счечĕ çине 4 329 000 тенкĕ куçарнă хыççăн служба вырăнĕпе усă курса укçана ярса илсе хăй пĕлнĕ пек усă курнă, çавна май республика тата вырăнти бюджетсене уйрăмах пысăк виçеллĕ тăкак ( пурĕ 4 329 000 тенкĕ) кỹнĕ. Уголовнăй ĕçе утă уйăхĕн 28-мĕшĕнче тĕпчесе пĕтернĕ, район прокурорĕ айăплав пĕтĕмлетĕвне çирĕплетсе асăннă ĕçе çурла уйăхĕн 10-мĕшĕнче Елчĕк район судне ярса панă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика