27 августа 2011 г.
Манăн виççĕри мăнукăн чĕлхи пит уçăлсах кайман-ха. Ачасем хăçан калаçма пуçлаççĕ? Пуплеве мĕнле аталантармалла? Редакцие килнĕ çыруран. Çемьере чĕвĕл-чĕвĕл калаçакан ывăл-хĕртен хакли мĕн пур-ши? Икĕ-виçĕ сас паллирен тăракан пĕрремĕш сăмахсене ача 4-5 уйăхсенчех кăларма пуçлать. Пĕрисем сăмахсене пуçласа 5-6 уйăхра калама пуçлаççĕ, теприсем - каярах. Çулталăка çитнĕ çĕре пур ача та ансат сăмахсене калать. Икĕ çулхи пепкесем сасăсене те, сăмахсене те уçăмлă калама хăнăхаççĕ. Шухăшĕсене пĕлтерсе 300 сăмах таран калаççĕ вĕсем. Виçĕ çул иртсен вара 1000-1300 сăмахпа усă курма пуçлаççĕ. Йĕркеллĕ ачасемех калаçма васкаман тĕслĕхсем те тĕл пулаççĕ. Ку вăл вĕсен темпераментĕнчен те килет пулĕ. Хаваслă ачасем маларах калаçма ăнтăлаççĕ, лăпкă характерлисем вара йĕри-тавра мĕн пулса иртнине чылай вăхăт сăнаççĕ. Çакă пепке мĕнле лару-тăрура ỹснинчен те килет. Амăшĕ ытлашши калаçманни ачине те витĕм кỹрет. Тепĕр чухне урăхла тĕслĕхсем те пулаççĕ. Аслисем тăтăшах калаçаççĕ, хушусем параççĕ пулсан, пĕчĕкки пуçарулăха çухатать. Ун пек чухне ача ытларах хăйне çынсем умĕнче хăюсăр, чĕмсĕр тытать. Çапла вара, ача кая юлса калаçма пуçласан, вăл ăссăр тесе ан шутлăр. Унпа ачаш пулăр, унăн пуçарăвне ырлăр. Кун пек чухне пĕр çулхисем хушшинче пулни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Яланах ачапа килĕшỹллĕ сасăпа калаçăр, ансат сăмахсемпе усă курăр. Енчен те вăл мĕн те пулин ыйтать пулсан çак япалана сăмахпа калаттарма тăрăшăр. Ача умĕнче хăвăр кăмăлсăррине ан кăтартăр. Ача чĕлхинчен тухакан сăмахсем кирлĕ пек илтĕнмесен вĕсене тĕрĕс калаттарма тăрăшăр. Унпа ытларах та ытларах калаçăр. Юмахсем вуласа парассине ырă йăлана кĕртĕр. Тĕрлĕ чĕр чунсен ỹкерчĕкĕсене кăтартса вĕсен ячĕсене вĕрентĕр. Вăйăсем выляни те аван. Енчен те сирĕн тĕпренчĕкĕр сăмахсене япăх илтет пулсан, тухтăр патне кайма сĕнетĕп. 4 çула çитсе те вăл чĕмсĕр е унăн калаçăвне ăнланма йывăр, сасăсене тĕрĕс калаймасан логопедран пулăшу ыйтмалла.