Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туй - мăшăрăн пĕрремĕш уявĕ

27 августа 2011 г.

Туй - мăшăрăн пĕрремĕш уявĕ Кашни çыннăн пурнăçĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ, ĕмĕр асра юлмалли телейлĕ те савăнăçлă кунсем пулаççĕ. Çакăн пек кунсенчен пĕри - туй. Хĕрпе каччă пурнăçăн анлă çулĕпе алла-аллăн тытăнса утма кăмăл туса, пĕр-пĕрне чун-чĕререн савса, хисеплесе пĕр çемьене пĕрлешеççĕ. Туй кунĕнчен пуçланать те çемьен ответлă пурнăçĕ. Районти ЗАГС пайне килекен çамрăксен çемье чăмăртама пурте пур: çамрăклăх, вăй-хал, сывлăх, пуринчен те ытла вара - пĕр-пĕрне юратни, пĕр-пĕрне ăнланни. Çемье телейĕ хăй халлĕн килмест, ăна иккĕн тупмалла. Пĕрлехи пурнăçра пĕр-пĕрне хисеплемелле, пĕр-пĕрин интересĕсене пĕлме вĕренмелле, пĕрин интересĕ теприншĕн те кăсăклă пултăр тесе тăрăшмалла, пĕр-пĕрне шанма тата каçарма пĕлмелле, пĕр пĕчĕк çитменлĕхшĕнех хирĕçмелле мар, пысăк та таса юратăва упрамалла, çак юрату сире ЗАГС пайне - хăвăрăн аçăр-аннĕр, тăванăрсемпе тус-юлташăрсем пухăннă кермене илсе килнĕ, сирĕн мăшăрлану союзне çирĕплетеççĕ пулсан, ăна ĕмĕр тăршшĕпех упрамалла, куç пек сыхламалла. ЗАГС пайне килекен çамрăксене мăшăрланма никам та хистемен. Анчах мăшăрланнă хыççăн вĕсен мăшăрлану саккунне тата çемье саккунне пăхăнмалла. Çавăнпа та мăшăрланни çинчен çырнă хут çине алă пусса çирĕплетиччен: "Лайăх шухăшланă хыççăн мăшăрланма шутларăр-и?" - тесе ыйтатпăр. Хĕрпе каччă та пĕр сăмахлă пулнине çирĕплетсен Раççей Федерацийĕн Çемье саккунĕпе килĕшỹллĕн, çамрăксен килĕшĕвне тата юратăвне шута илсе вĕсене арăмĕпе упăшки шутланнине пĕлтеретпĕр, çакна малтан хĕр, унтан каччă алă пусса çирĕплетеççĕ. Çак самантран çамрăксем саккунлă мăшăр пулса тăраççĕ. Хăйсем кăмăл тунипе пĕр хушаматпа çỹреме пуçлаççĕ. Унтан вĕсем пĕр-пĕрне çĕрĕ тăхăнтараççĕ. Çĕррĕн мĕнле вĕçĕ çук, юратăвăн вĕçĕ те ан пултăр çĕнĕ мăшăрăн. Пурнăç çулĕ хитре юрату вăй парсан, Ун чечекĕ хăрмасть вăхăтра шăварсан. Пĕр-пĕрне ăнланса, алран-ал тытăнса Килĕшỹ çулĕпе утăр шав малалла. Çемьен пĕрремĕш документне - мăшăрланни çинчен свидетельствăна парса çамрăк мăшăра саламлатпăр, телей сунса пехил сăмахĕсене калатпăр. Çемье мĕн чухлĕ çирĕп - общество тата çирĕпрех пулĕ. Çĕнĕ мăшăрăн кашни кунĕ юрату сăмахĕпе пуçлантăр. Туй кунĕ кашнийĕн асĕнче ĕмĕр манмалла мар кун пулса юлтăр тесе тимлетпĕр. ЗАГСа çырăнма пынă кун çамрăксенчен регистрацие мĕнле чĕлхепе ирттересшĕн пулнипе интересленетпĕр. Елчĕк каччисемпе хĕрĕсем чăвашсемпе кăна мар, тĕрлĕ наци çыннисемпе çемье çавăраççĕ. Юлашки çулсенче Елчĕк пикисем таджик, молдаван, узбек каччисемпе пĕрлешнĕ тĕслĕхсем те пулчĕç. Вырăс хĕрĕсем те кăмăллаççĕ пирĕн район каччисене. Çапах та мăшăрланакансем йышĕнче хамăр республикăн хĕрĕсемпе каччисем ытларах. Вĕсем вара хăйсен пĕрлехи пĕрремĕш уявне чăвашлах ирттересшĕн. Çавăнпа та кỹршĕ районсем те пирĕн пата çырăнма килеççĕ. Раççей Федерацийĕн Çемье Кодексĕпе килĕшỹллĕн çамрăксен кирек хăш ЗАГС уйрăмне те заявлени пама юрать. Çавăнпа та Комсомольски çамрăкĕсем иртнĕ канмалли кунсенче Елчĕке килсе çырăнчĕç. Унччентерех Шăмăршă, Патăрьел çамрăкĕсем те, хăйсем патĕнче регистраци вырăсла иртнипе, пирĕн пата килнĕччĕ. Эпир мăшăрланма шухăш тытнă çамрăксене, Раççейĕн кирек хăш хулипе ялĕнче çуралнине пăхмасăр, регистрацилетпĕр, туй кунне пур енлĕн асра хăварма тăрăшатпăр. Уйрăмра хăтлă, илемлĕ. Çу, кĕр уйăхĕсем - туй-çуй тапхăрĕ. Паян районта 88-мĕш туй кĕрлет. Пĕлтĕр çак тапхăрта 83 çĕнĕ çемье çуралнă. Авăн уйăхĕнче пĕрлешме заявлени панисем - 19 мăшăр. Авăн уйăхĕн пĕрремĕш кану кунĕнче вара 4 туй иртĕ районта. Юратăва ан сутăр, ан çухатăр, Тирпейлĕ упрăр ун кун-çулне. Паян юратнă пек ыран юратăр, Юратăр 100 çултан та пĕр-пĕрне...

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика