Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мал ĕмĕтлĕ хуçан ĕçченĕсем те кăмăллă

27 августа 2011 г.

Мал ĕмĕтлĕ хуçан ĕçченĕсем те кăмăллă

Çурла уйăхĕн 25-мĕшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин "АСК-Яльчики" ОООра тата "Труд" ЯХПКра пулса хуçалăхсенчи ĕç-хĕлпе паллашнă. "АСК-Яльчики" ООО - пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене (пурĕ 744 гектар çинче çитĕннĕ) районта чи малтан лайăх пахалăхпа пухса кĕртнĕ хуçалăхсенчен пĕри. Ытти хуçалăхсенче вырма ĕçĕсем вĕçленеймен те пулсан, кунта хĕрсех çĕр улми кăлараççĕ. Паянхи кун тĕлне асăннă культурăна 22 гектар лаптăк çинчен пуçтарса илме ĕлкĕрнĕ. Эпир çитнĕ çĕре хуçалăх уйĕсенче те, йĕтемре те ĕç шавĕ тăратчĕ. Пурнăç вĕресе тăнăран, ĕç кал-кал пынăран ял çыннисен сăнĕсем хавас. - Маларах, "Мир" хуçалăх вăхăтĕнче, нушаллă пурнăçран пирĕн алăсем усăннăччĕ тесен те йăнăш мар. Ĕçлесен те тивĕçлĕ ĕç укçи илейменрен, кашни кунах çум курăк пусса кайнă хирсене курса тăнăран чĕре ырататчĕ, ĕçлес хавхалану та çукчĕ. Халĕ вара эпир ĕçе кулленех савăк кăмăлпа килетпĕр. Тивĕçлĕ ĕç укçи илме пултарнăран ыранхи кун çине шанчăклă пăхма пултаратпăр, - хаваслăн пĕлтереççĕ ĕçченсем. Савăнма вара сăлтавĕ те пур. Кунти ĕç-хĕле йăлтах механизациленĕрен ял çыннисен малтанхи евĕр пилĕк авса çĕр улми пуçтарма, тулли витресене е михĕсене сĕтĕрме тивмест. Çакăншăн вĕсем питĕ кăмăллă. - Чылай çул сухаланмасăр выртнă çĕрсене ĕçе кĕртсен малтанхи çулĕнчех çĕр улмине 106 гектар çитĕнтерсе аван тухăç илтĕмĕр. Кăçал "иккĕмĕш çăкăра" 270 гектар çинче çитĕнтертĕмĕр. Тухăçĕ çĕр улмин сортĕнчен килет. Сăмахран, "Романо" сортăн гектартан тухакан чи пысăк тухăçĕ 400 центнерпа, "Латона" сортăн 260 центнерпа танлашать. Çавăн пекех тĕрлĕ лаптăкра çитĕннĕ тата ытти сортсем те (пурĕ 7 тĕрлĕ) начар мар тухăç параççĕ. Вĕсен ытларах пайне Голландире тата Германинче туяннă, - пĕлтерет хуçалăхăн ĕç тăвакан директорĕ Ю. Галкин. Тухăç вăрттăнлăхĕ, паллах, паянхи самана ыйтакан çĕнĕ техникăпа усă курнинче. Тата тепĕр пысăк вăрттăнлăх - технологие çирĕп пăхăннинче. Хуçалăхра тăватă уйлă пусă çаврăнăшне ĕçе кĕртнĕ. Çĕр улми çитĕнтерес лаптăка чи малтанхи çул çурхи культурăсем акса хăвараççĕ. Тепĕр çул çак лаптăкра рапспа горчица ỹстереççĕ. Шăпах çак культурăсем çĕре макро- тата микроэлементсемпе пуянлатаççĕ, çĕр улмине сиенлекен тĕрлĕ хуртсене тата чир-чĕре пĕтерме май параççĕ. Рапс, горчица вăррисене пухса илнĕ хыççăн вĕсене вăрлăх валли хатĕрлеççĕ, ытлашшине тивĕçлĕ хакпа сутаççĕ. Рапса, сăмахран, çу хатĕрлеме Хусан хулине ăсатаççĕ. - Рапсăн тата горчицăн симĕс массине тураса çĕре варăнтарса пыратпăр. Пĕр гектар çинче çитĕннĕ рапса вĕтетсе çĕре варăнтарса çĕртни 50 тонна пахалăхлă навус тăкнипе танлашать, _ пĕлтерет хуçалăхра агроном ĕçĕсене пурнăçласа пыракан _ директорăн производство енĕпе ĕçлекен çумĕ А.Селиванов (ĕç опычĕ вунă çулпа танлашать унăн). Рапспа горчица хыççăн лаптăка кĕрхи тырă акса хăвараççĕ, ун хыççăн тин çĕр улми лартаççĕ. Çак ятарлă йĕркене пăхăннăран çĕр пулăхлă пулать, сиенлĕ хурт-кăпшанкăран, çум курăкран тасалать. Çакăн евĕр лаптăксенче çитĕннĕ пĕрчĕллĕ культурăсем те пысăк тухăç параççĕ. Сăмахран, кăçал 56 гектар çинче çитĕннĕ "Московская-39" кĕрхи туллăн пĕр гектартан тухакан вăтам тухăçĕ 60 центнерпа танлашнă. Хуçалăха çанталăкăн кирек хăш условийĕ те хăратаймĕ тесен те йăнăш мар. Икĕ уйра шыв шăваракан хатĕрсем вырнаçтарнăран лаптăксене шăвараççĕ. "Иккĕмĕш çăкăр" уйĕнче паянхи кун Бельгинче туса кăларнă хăватлă виçĕ АВР-220 комбайн ĕçлет. Çĕр улмине çийĕнчех сортланă хыççăн пĕр пайне хранилищĕне хураççĕ. Ытлашшине Ульяновск хулине пĕр килограмне 7 тенкĕ те 50 пуспа ăсатаççĕ. Çак сортсене халăх вăрлăхлăх туянма та пултарнине пĕлтереççĕ хуçалăхра. Хакĕ сортне кура 6 тенкĕрен пуçласа 23 тенкĕ таран. Хуçалăх йĕтемĕ çинче те ĕç вĕресе анчах тăрать. Хальхи вăхăтра кĕр тырри акма та тытăннă хуçалăхра. Кăçал кĕрхи культурăсене 250 гектар çинче акса хăварасшăн пулнине пĕлтерет Юрий Галкин ертỹçĕ. "АСК-Яльчики" ОООри ĕç-хĕлпе паллашнă хыççăн район пуçлăхĕ Н.Миллин питĕ кăмăллă юлчĕ, хуçалăхăн ĕç тăвакан директорне Ю.Галкина тата кунти ĕçченсене ырă енчен çеç палăртрĕ. "Труд" хуçалăхра çак кунсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пухса кĕртес ĕç вĕçленмелле. Кунти йĕтем çинче те ĕç шавĕ тăрать. Маларах асăннă хуçалăхпа танлаштарсан, кунти халăх чылай ĕçе алă вĕççĕн пурнăçлать. Çавăнпа ĕçе механизацилессипе сахал мар ĕç пурнăçламаллине, тырă пуссисем çум курăклă пулнăран кунта тырра уйрăммăн вырмаллине (ку чухне тỹрремĕн çапса пухса илни вырăнсăр) палăртрĕç ертỹçĕсем. 

Сăн ỹкерчĕксенче: АСК-Яльчики ОООра çĕр улми пухса кĕртеççĕ тата сутма хатĕрлеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика