Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Им-çамсене тĕрĕс упрамаççĕ

24 августа 2011 г.

Елчĕк район прокуратури çут çанталăка сыхлас тата çĕрпе усă курас саккунсене "Марс" ял хуçалăх производство кооперативĕ мĕнле пурнăçласа пынине тĕрĕсленĕ. Прокурор тĕрĕслевĕ çакна кăтартса панă: хуçалăх усă курма туяннă пестицидсене, агрохимикатсене ял хуçалăх кооперативĕнче ятарласа хатĕрлемен çурт-йĕрте, федерацин ĕç тăвакан влаç органĕсен вĕсене тытмалли условисене тивĕçтерни çинчен калакан заключенисемсĕр упранă. Çакă çынсен сывлăхне тата тавралăха сиен кỹрес хăрушлăх кăларса тăратать. Кунсăр пуçне ял хуçалăхĕнче усă куракан çĕрсен категорине кĕрекен 20 гектар çинчи çĕр лаптăкне кооперативра виçĕ çул ĕçлесе хатĕрлемеççĕ. Участока çум курăкпа çамрăк йывăç хунавĕсем пусса илнĕ. Тĕрĕслев результачĕсемпе ял хуçалăх производство кооперативĕн председателĕ ячĕпе тупса палăртнă çитменлĕх-сене пĕтерме представлени çырнă, РФ административлă право йĕркисене пăснин кодексĕн статйисемпе административлă право йĕркисене пăсни çинчен икĕ ĕç пуçарнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика