24 августа 2011 г.
![Ăнăçу вăрттăнлăхĕ - килĕштерсе ĕçленинче Ăнăçу вăрттăнлăхĕ - килĕштерсе ĕçленинче](../Home/594//foto/uborka12.gif)
"Рассвет" ял хуçалăх производство кооперативĕ пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене (пурĕ 530 гектар çинче çитĕннĕ) чи малтан пысăк пахалăхпа пухса кĕртнĕ хуçалăхсенчен пĕри. Пĕр гектартан тухнă вăтам тухăç кунта 28,6 центнерпа танлашнă. Тыр-пула вăхăтлă пухса кĕртес ĕçре чи малтанах комбайнерсен, тырра комбайнсем патĕнчен йĕтеме турттаракан водительсен тỹпи пысăк пулнине палăртмалла. Михаил Петров (пулăшаканĕ Владимир Сорокин), Валерий Сергеев (Владимир Петров), Петр Артемьев (Сергей Артемьев) комбайнерсем, Вячеслав Мясниковпа Олег Кириллов водительсем чăннипех те ырă ята тивĕç. Сергей Артемьев, сăмахран, ашшĕпе пĕрле иртен пуçласа сĕм çĕрлеччен уйра пулма тỹр килнĕшĕн, çăкăра тар кăларса ĕçлесе илме пултарнăшăн хĕпĕртет анчах. Хуçалăх ертỹçин ывăлĕсене - Вячеславпа Владимир Мясниковсене те ырă ятпа палăртса хăварас килет. Иккĕшĕ те вĕсем Шупашкарти ял хуçалăх академийĕн инженери факультечĕн студенчĕсем. Вячеслав 2-мĕш курс пĕтернĕ, Владимир кăçал вĕренме кĕнĕ. Патвар ывăлсем çуллахи вăхăтра тăван хуçалăха çулсеренех пулăшаççĕ, хуçалăх пурнăçĕ вĕсемшĕн ют мар. - Тыр-пул пысăк тухăçлă пулнин тĕп вăрттăнлăхĕ - хуçалăхри ĕçченсем ĕçе тỹрĕ те таса кăмăлпа пурнăçланинче, хуçалăх çĕнĕ вăрлăхсемпе усă курнинче тата ĕçе технологие пăхăнса пурнăçланинче, - палăртать ял хуçалăх производство кооперативĕн ертỹçи Юрий Мясников. Ĕçе ăнăçлă та кал-кал пурнăçласа пыракан хуçалăхра пулнă май чи малтанах йĕтем çине, унтан машинăпа трактор паркне чарăнтăмăр. Чылай çул тăрăшакан ĕçченсем хушшинче çамрăксем те çанă тавăрса ĕçленине (шкулта аслă классенче вĕренекенсемпе студентсем вĕсем), кунта ĕç вĕресе тăнине курсан, тỹрех калатăп, пирĕн кăмăл çĕкленчĕ. Ыттисемпе тан вăй хунă май вĕсем пĕр-пĕринпе савăнăçлăн шỹтлеççĕ, кирлĕ чухне аслисем кĕçĕннисене ырă канаш-сĕнỹпе те пулăшаççĕ. "Çакăнта иккен хуçалăхăн ĕçĕ кал-кал пурнăçлассин, пысăк калăпăшлă ĕçсене вăхăтра вĕçлессин вăрттăнлăхĕ", - ирĕксĕрех çуралать пуçра шухăш. Владимир Волков, Виктор Цыганов, Николай Тимофеев машинистсем тырра типĕтекен тата сортлакан агрегатсем чăрмавсăр ĕçлеччĕр, ĕç пĕр самантлăха та тытăнса ан тăтăр тесе хăйсенчен мĕн килнине йăлтах пурнăçлаççĕ. Оксана Волкова йĕтем çинчи ĕç-хĕле йĕркелесе тăрассишĕн яваплă, вăлах - весовщица. Шкулта аслă классенче пĕлỹ пухакансем - Анастасия Сорокина, Алена Сергеева, Ольга Афанасьева, Павел Смирнов, Андрей Тимофеев, Мария Иванова, Петр Иванов, Юлия Гаврилова, Аня Григорьева, Зинаида Иванова çăкăр хакне мĕн çамрăкран туйса ỹсни савăнтарать. Тамара Полиевтовăпа Ольга Чернова йĕтем çинче пĕрремĕш çул анчах ĕçлемеççĕ. Хуçалăх кашни çулах энергие перекетлекен, ĕçе васкавлă та пахалăхлă пурнăçлама май паракан инноваци технологийĕсене ĕçе кĕртесси çине пысăк тимлĕх уйăрни сисĕнет. Кăçал йĕтемре тырă сортлакан ПСМ-10 агрегат туянма вăй çитерни те çакна лайăх çирĕплетет. Йĕтемрен тырра складсене турттарассипе хуçалăхра нумай çул тăрăшакан опытлă водитель Иосиф Афанасьев тимлет.
Сăн ỹкерчĕкре: йĕтем çинчи пĕр ушкăнри Ольга Чернова, Тамара Полиевтова, Андрей Тимофеев, Юлия Гаврилова, Владимир Иванов, Петр Иванов ĕçре правур.