24 августа 2011 г.
Юлашки çулсенче районта çĕнĕ йышши хăватлă техника туянакансем йышлансах пыраççĕ. Урăхла пулма та пултараймасть. Мĕншĕн тесен çĕр ĕç культурисене туса илессинче çĕнĕ технологисемпе усă курнă чухне ĕç тухăçлăхне чи çỹллĕ шайра йĕркелеме май паракан техникăсăр ниепле те май çук. "Нива", "Енисей" йышши комбайнсем манăçа тухса пыраççĕ, вĕсен вырăнне çĕннисем килеççĕ. Районта чи малтан AGROS-530 комбайнсене "Прогресс" ял хуçалăх предприятийĕпе А.Петров фермер туяннă пулсан, нумаях пулмасть асăннă йышши "уй-хир карапĕсене" "Сатурн", "Рассвет" тата "Кушкă" ял хуçалăх предприятийĕсем кỹрсе килнĕ. "Яманчурино", "Победа", "Энтепе", "Сатурн", Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх предприятийĕсен, Ю.Цветков фермер хуçалăхĕн уйĕсенче те çĕнĕ комбайнсемпе тырă çапса тĕшĕлеççĕ. "Прогресс", "Победа", "Комбайн" ял хуçалăх предприятийĕсенче выльăх апачĕ хатĕрленĕ çĕрте те çĕнĕ йышши техникăн пĕтĕм комплексĕпе усă кураççĕ.