Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăлтавне пĕлтерсемĕр

24 августа 2011 г.

 Судпа айăпланнă май мăшăрăм приговорăн пĕр вăхăтне 1-мĕш юсану колонийĕнче ирттерчĕ. Кăçал çу уйăхĕнче ăна 4-мĕш колоние куçарчĕç. Раççей Федерацийĕн Уголовнăй пурнăçлав кодексĕн (УИК) 81 статйин 1-мĕш пайĕпе килĕшỹллĕн, айăпçăсен приговор вăхăтне юсанмалли пĕр учрежденире ирттермелле. Упăшкана тата ытти айăпçăсене урăх колоние куçарни саккунлă-и? Н.Мышкина. Чăваш Республикинчи юсанмалли учрежденисенче саккунсене пăхăннине сăнаса тăракан Шупашкар прокурорĕ А.Зотов çапла пĕлтерет: "Раççей Федерацийĕн Уголовнăй пурнăçлав кодексĕн 80 статйин 2-мĕш пайĕпе килĕшỹллĕн, пĕрремĕш хут ирĕкрен хăтарнисене маларах та колонире пулса курнисенчен уйрăммăн тытмалла. Сирĕн мăшăр вара судпа маларах та айăпланнă пулнă. Маларах айăпланнисен асăннă категорийĕсем пĕрле пурăннă, ĕçленĕ. Юсанмалли ытти учрежденисенче те саккуна пăхăнман тĕслĕхсем пулнă. Вĕсене пĕтерес тĕллевпе прокуратура юсанмалли учрежденисен, çавăн пекех ФСИН управленийĕн пуçлăхĕн ячĕпе представленисем тăратнă, Раççей ФСИН управленийĕн директорĕ çак ыйтупа хушу кăларнă. Саккунра палăртнă требованисене пурнăçлас тĕллевпе тата асăннă хушăва пурнăçласа сирĕн мăшăрăра тата маларах та айăпланнă ытти çынсене 4-мĕш колоние куçарнă. УИКăн 81 статйипе килĕшỹллĕн, ирĕклĕхсĕр хăварнисен приговор вăхăтне тĕрĕссипе пĕр колонире ирттермелле. Çав вăхăтрах саккунăн çак требованийĕ УИКăн 80 статйине хирĕçлемелле мар. Çавна май сирĕн мăшăра пĕр колонирен теприне куçарнă тĕслĕхпе прокурор енчен мерăсем йышăнма сăлтав çук".

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика