Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Криминаллă хроника

24 августа 2011 г.

РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Комсомольский" уйрăмĕн Елчĕк районĕнчи шалти ĕçсен пайне çакăн евĕр хыпарсем килнĕ: Хĕненĕ, кỹрентернĕ: Çурла уйăхĕн 12-мĕ-шĕнче 15 сехет тĕлĕнче Аслă Таяпара пурăнакан А. (1961 çулта çуралнă) пĕрле пурăнакан хĕрарăма С.-на (1962 çулта çуралнă) хĕненĕ. Çурла уйăхĕн 12-мĕ-шĕнче 18 сехет те 30 минут тĕлĕнче Аслă Елчĕкре пурăнакан Ч. (1954 çулта çуралнă) Елчĕкри М.-на (1987 çулта çуралнă) хĕненĕ. Çурла уйăхĕн 13-мĕ-шĕнче 19 сехет тĕлĕнче Хĕрлĕçырти Щ. (1942 çулта çуралнă) пĕр ялта пурăнакан В.-на хĕненĕ. Çурла уйăхĕн 12-мĕ-шĕнче 21 сехет те 30 минут тĕлĕнче Кавалта пурăнакан В. (1989 çулхи) ỹсĕрле Кивĕ Эйпеçри А.-на (1951 çулта çуралнă) кỹрентернĕ. Вăрланă, çаратнă: Çурла уйăхĕн 7-мĕ-шĕнче 23 сехет те 20 минут тĕлĕнче тăватă çамрăк çын Елчĕкре çуралса ỹснĕ, халĕ Шупашкарта пурăнакан Г.-ăн хваттерĕнчен уççăнах 4500 тенкĕ укçине тата 6000 тенкĕ тăракан "Нокия" йышши телефонне çаратнă. Çурла уйăхĕн 8-мĕ-шĕнче паллă мар çын Ел-чĕкри тĕп больницăн хирурги уйрăмне кĕрсе (унта юсав ĕçĕсем пынă) кабель вăрласа тухнă. Тĕрлĕрен: Çурла уйăхĕн 7-мĕ-шĕнче 23 сехет тĕлĕнче Елчĕкри тĕп больницăна хул шăммисене хуçтарнă Елчĕкри Ч.-на (1971 çулхи) илсе килнĕ. Çурла уйăхĕн 9-мĕ-шĕнче 9 сехет те 30 минутра Шупашкарта пурăнакан К. (1972 çулта çуралнă) Çĕнĕ Пăвари Н.-на (1964 çулта çуралнă) вĕлерессипе хăратнă. Çурла уйăхĕн 9-мĕ-шĕнче 11 сехет те 05 минутра Комсомольски-Елчĕк-Пăва автоçул çинче Х. водитель тытса пыракан ВАЗ-2110 автомашина П. водитель тытса пыракан автомашинăна сĕртĕнсе иртнĕ. Çурла уйăхĕн 12-мĕ-шĕнче 8 сехет те 35 минутра Елчĕкри тĕп больницăна скутер çинчен ỹксе аманнă Çĕнĕ Пăвари А.-на (1985 çулта çуралнă) илсе пынă. Çурла уйăхĕн 12-мĕ-шĕнче Патреккелĕнчи Е. (1994 çулта çуралнă) ỹт-пỹ çинчи суранпа Елчĕкри тĕп больницăна пынă. Суран кỹрекенĕ пĕр ялти Б. пулни палăрнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика