Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрĕс çул çине тăмасан

24 августа 2011 г.

 Чăваш Республикин айăплава пурнăçлакан управленин уголовнăй ĕçсем тăрăх йышăнусене пурнăçа кĕртнине тĕрĕслесе тăракан Елчĕк районĕнчи инспекцийĕн ĕçченĕсем айăпçăсен пурнăçĕпе кăсăклансах тăраççĕ, профилактика ĕçĕсене пурнăçласси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Судпа айăпланнисен ĕç вырăнĕсенче, килĕсенче пулса тĕрĕслевсем ирттернин, вĕсем пурăнакан ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе е тăван-пĕлĕшĕсемпе курнăçнин тĕп тĕллевĕ - айăпçăсене тỹрĕ çул çине тăма пулăшасси, тепĕр хут преступлени тăвасран асăрхаттарасси. Тĕрĕслевсем вара çакна кăтартса параççĕ: хăш-пĕр айăпçă хăйĕн йăнăшне ăнланса тỹрĕ çул çине тăма васкамасть. Сăмах май, кăçалхи 7 уйăхра инспекцие условнăй майпа айăпланнă 38 çын учета тăнă. Суд палăртнă тивĕçсене пурнăçласа пыманшăн инспекци ĕçченĕсем 8 айăпçăн ĕçне çĕнĕрен суда тăратнă. Суд йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн, çĕнĕрен преступлени çулĕ çине тăма пултарассине шута илсе тỹрĕ çул çине пачах та тăма шутламан 5 çынна ирĕклĕхсĕр хăварнă, 9 айăпçăн тĕрĕслев срокне тăсса панă тата тĕп айăплав çумне хушма тивĕçсемпе чарусем кĕртнĕ. Таяпа Энтри ялĕнчи И.Кондратьевăна илер. Кăçалхи ака уйăхĕнче Елчĕк районĕнчи 1-мĕш номерлĕ миравай суд участокĕ хĕрарăм тĕлĕшĕпе вырăнта ĕçлесе юсанма (çавăн пекех ĕç укçинчен 10 процентне тытса юлма) йышăну кăларнăччĕ. Хăйне мĕнле тытмалли йĕркесемпе тĕплĕн паллаштарнă хыççăн айăпçăна "Стройэнергосервис" ОООна ĕçе вырнаçтарма май килчĕ. Ĕç вăхăтĕнчех эрех-сăрапа иртĕхнĕрен, вăхăт çитмесĕрех ĕçрен пăрахса кайнăран е хушăран ĕçе пачах та çỹременрен инспекци ĕçченĕсем Кондратьевăна пĕрре анчах мар асăрхаттарнă пулсан та тỹрленес çул çине тăма шутламарĕ вăл. Çĕртме уйăхĕн 17-мĕшĕнче айăпçăн ĕçне суд тепĕр хут пăхса тухса хĕрарăма ĕçлесе юсанмалли колоние яма йышăну кăларчĕ. Елчĕкре çуралса ỹснĕ А.Гаврушовпа В.Александрова та çакăн евĕр шăпа тивĕçрĕ. Александр обществăлла вырăнта ỹсĕр çỹренĕшĕн, хулиганла пĕчĕк ĕçсем тунăшăн ШĔМĕн Елчĕк районĕнчи тата Шупашкар хулинчи шалти ĕçсен пайĕсене темиçе хутчен те лексе административлă майпа айăпланчĕ. Владимирăн обществăлла йĕркене пăснăшăн административлă майпа явап тытнă тĕслĕхсем пулчĕç. Суд вĕсен ĕçĕсене пăхса тухса пĕрремĕшне 3 çула, иккĕмĕшне 2 çул та 3 уйăха ирĕкрен хăтарма йышăну кăларчĕ. Айăпçăсен хушшинче хăйсен йăнăшне ăнланса вăхăтра тỹрĕ çул çине тăракансем те пур. Çакна шута илсе 7 çынна хăйсене сăнав вăхăтĕнче тивĕçлĕ тытнăшăн условнăй айăплавран вăхăт çитичченех хăтарнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика