20 августа 2011 г.
Кавал ялĕнче кире пуканĕ йăтакансен районти турнирĕ иртнĕ. Унăн тĕллевĕсем _ сывă пурнăç йĕркине сарасси, çамрăксене патриотла тата гражданла воспитани парасси, кире пуканĕн спортне аталантарасси. Ăмăртăва йĕркелесе ирттерес енĕпе кире пуканĕ спорчĕн тĕнче класлă спорт мастерĕ, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн физвоспитани кафедрин доценчĕ Б.Глинкин пуçару тунă. Борис Николаевич палăртнă тăрăх, юлашки вăхăтра Елчĕк районĕнчи атлетсем çĕнтерỹ хыççăн çĕнтерỹ тăваççĕ. Район чăннипех кире пуканĕ спорчĕн центрĕ пулса тăчĕ, кунта республика шайĕнчи ăмăртусем те сахал мар иртеççĕ. Кавалти С.Соловьевпа А.Павлов республика чысне хỹтĕлеççĕ. Пухăннисене "Комбайн" ЯХПК ертỹçи Г.Федоров саламланă. Турнирта спорт ветеранĕсем О.Федоров, С.Соловьев, В.Соловьева, çамрăксем _ А.Павлов, И.Федоров, А.Николаев, П.Головин, К.Андреев, К.Каринкин тата ыттисем ăсталăхне кăтартнă. Спорт мастерĕ С.Соловьев мастер класс йĕркеленĕ, 10 минутра кире пуканне 154 хут тĕртнĕ. Ăмăртăва хутшăннисем хаклă призсене тивĕçнĕ.