20 августа 2011 г.
Ахăр самана пуçланнăранпа этем факторĕ хыçала тăрса юлчĕ. Нумай руководителе çын мĕнле пурăнни, вăл мĕн шутлани мар, чи малтан план тата ытларах услам илме пултарни интереслентерет. Çавна пулах экономикăпа пĕрлех çынсен нервĕпе чунĕ хавшани яр уççăн сисĕнет. "Вăл ним сăлтавсăрах тарăхса е шăртланса кайрĕ",- тенине кашниех илтнĕ ĕнтĕ. Нерв пăсăлни пĕр йĕрсĕр çухалмасть. Пĕрин чĕри чиксе ыратать, теприн ỹчĕ çине вĕтĕ шатрасем тапса тухаççĕ, виççĕмĕшĕн вар-хырăмĕ пăтранса пакăртатма тытăнать. Анчах çак пăтăрмахсем организмра пур чухне те тỹрех палăрмаççĕ. Эпир, врачсем, чирлĕ çынсемпе калаçнă чухне юлашки вăхăтра пурнăçра мĕнле те пулин инкек пулман-и тесе ыйтса пĕлетпĕр. Çын час-часах хытă тарăхсан е хумхансан чирлесе ỹкме пултарать. Врачсемшĕн паллă: пуç мими, нерв системи _ организмри "чи ăслă та аслă командирсем". Çын психики аманни унăн мĕн пур организмĕнче е ỹт-пỹ системинче тỹрех палăрать. Тепĕр чухне манран: "Мĕн вăл невроз",- тесе ыйтаççĕ. Ман шутпа, невроз лайăх мар (нерв тĕлĕшĕнчен) лару-тăрăва пула çуралнă чир. Вăл тĕрлĕрен пулать. Ытларах çын уйрăмлăхĕнчен килет, ăруран ăрăва куçма та пултарать. Пурнăç кустăрми тăтăшах çаврăнать. Çакă пирĕн характера та тĕрĕслет. Нумайăшĕ чунпа ывăнса çитет. Кашни çыннăн, начальник-и вăл е ахаль хуçалăх ĕçченĕ (ĕлĕкхи колхозник), хăйĕн нуши-терчĕ. Унсăр пуçне çывăх çын, тăван-пĕлĕш йывăр чирлени, вилни, тытăннă ĕç кал-кал пыманни е ултавлă сăмах çынна пусăрăнтарать, чун-чĕрене амантать. Анчах çав йывăрлăхсене кам мĕнле чăтса ирттерет вĕт. Пĕрисен невроз чирĕ пуçланать, теприсен хытă хумханнипе иртсе каять, теприн чунĕ хавшаса психики вăйлă аманса чире кайма пултарать. Ун пек чухне хамăра мĕнле тытмалла-ха? Паллах, чи малтанах йывăр лару-тăруран тухмалли çул-йĕре шырамалла, хăвна ху лăпкă тытса, мĕн пулса иртнине тĕплĕн шухăшласа илсе хак пама вĕренмелле те - тĕрĕс йышăну тума пĕлмелле. Паллă философ Сенека: "Хăвна ху тытма пĕлни - чи вăйлă влаç, хуйхăпа пусăрăнни - чи хăрушă чуралăх",- тенĕ. Эсир асăрханă пулĕ-ха, хăйне тытма пĕлмен çынна хăть ăçта та йывăр килет. Ĕçре кăштах ăнмарĕ пулсан _ кăмăла пăсма сăлтав тупăнчĕ те. Мĕн ĕлĕкрен ялти лăпкă пурнăç чуна лайăх упрамалли вырăн шутланнă. Паян вара, ялпа хула пурнăçне пĕр тан тума тăрăшнă май, чуна пăсмалли сăлтавсене кашни утăмрах тĕл пулма тивет. Çитменнине ял хуçалăхĕ арканчĕ. Чылай çамрăк ĕç шыраса хулана кутамкка çакса тухса утрĕ. Хĕрарăмсем те арçынсем пекех вахтăпа ĕçлеме çỹреççĕ. Ытларах чухне упăшкипе арăмĕ уйрăм çĕрте ĕçлеççĕ. Çакă вара тĕрлĕ сăлтавсене пула çемье арканăвĕ патне илсе пыма пултарать. Пурнăç тĕрлĕрен килсе тухать. Кĕтмен-туман çĕртен пĕчĕккĕн пуç ыратма пуçлать, кăмăл-туйăм пусăрăнать, ыйхă таçта кайса çухалать... "Эпĕ Интернетра вуларăм та манăн чире депресси тенĕ. Эпĕ çаплах чирлерĕм-ши? Мĕнле пурăнас?"- теççĕ врач патне йышăнăва килнĕ хĕрарăмсем чылай чухне. Эпĕ вĕсене çапла хурав паратăп. Чи малтанах пурнăç йĕркине мĕнле те пулин улăштарма, канма тăрăшмалла. Хăвăра начар туйни вăраха тăсăлсан врач патне çул тытмалла. Вăл кăмăл-туйăм пăсăлнинчен сиплет, ытлашши хумханасран асăрхаттарать, ыйхăна йĕркелеме эмел çырса парать тата ытти те. Сиплев эффективлăхĕ чирлĕ çынран хăйĕнчен, вăл хăйне хăй çĕнтерме пултарнинчен нумай килет. Çавăнпа та ырă сĕнỹсем парасшăн:
- ытти çынсене ытлашши критиклеме тата сивлеме кирлĕ мар. Л.Н.Толстой çапла çырнă: "Çын хăйне хăй çĕнтерсен кăна ыттисене сивлеме пăрахать";
- куллен пĕрле пулакан, ĕçлекен çынсен пултарулăхĕпе кăсăкланăр. Вĕсен шухăшне, интересне хисеплĕр, пĕр-пĕрне ăнланма тăрăшăр;
- хăвăр час-часах калаçакан çынсен ячĕсене, ашшĕ ячĕсене пĕлме тăрăшăр. Вара сирĕнпе калаçакан çын та сире хисеплĕ, калаçу та ăшăрах пулĕ;
- хăвăр калаçни кăна мар, ыттисене те итлеме пĕлĕр, сăмахне вĕçлеме ирĕк парăр. Итлесе пĕтерме вăхăт çитеймесен каçару ыйтса калаçăва урăх вăхăта куçарăр;
калаçăва туслă пуçлани лайăхрах;
- хăвăрпа калаçаканăн пĕчĕк ỹсĕмĕсене ырласа çитĕнĕвĕсене палăртăр;
- кирлĕ мар тавлашусене хутшăнма ан тăрăшăр;
- çынпа калаçнă вăхăтра вăл е ку хыпара хавхаланса каласа парăр. Тĕрĕссине калани кăна çителĕксĕр, ăна уçăмлă та интереслĕ кăтартса пани кирлĕ;
- йăл кулма пĕлĕр. Çакă малалли калаçăва тăсма пулăшĕ. Невроз пуласран сыхланма çакăн пек меслетсем пулăшаççĕ:
- пулса иртнĕ событипе ĕçĕн пĕлтерĕшне пĕчĕклетме, хăвăрăн хуйхăрпа ыратăва тата та унтан йывăртараххисемпе танлаштарма тăрăшăр (тата начар пулма пултарнă);
ырă мар ĕç çинчен шухăшличчен çывăх çынсемшĕн, тăвансемшĕн тăрăшни е тата ытти ĕç туни лайăхрах (халĕ ку кирлĕрех);
- хăвăра час-часах çапла калăр: "Мĕнле лайăх, тĕлĕнмелле...";
- енчен те хирĕçỹ пулсан ун çинчен мар, ăна мĕнле пĕтересси çинчен шухăшлăр;
- хăвăр çине айккинчен пăхма вĕренĕр. Çапла ыйтăр: "Ыттисен куçĕ умĕнче эпĕ мĕнле курăнатăп-ха?" Сывлăхлă пулăр. Хăвăр сывлăха куллен упрама вĕренĕр.