20 августа 2011 г.
Чăваш Республикинчи Журналистсен союзĕ тата Чăваш кĕнеке издательстви чĕннипе Яманчỹрелти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта вĕренекенсем Шупашкарта экскурсире пулчĕç. Вĕренỹре лайăх ĕлкĕрсе пыракан, шкул пурнăçне активлă хутшăнакан ачасен ушкăнĕ чи малтанах Чăваш кĕнеке издательствине çитрĕ. Илемлĕ хатĕр кĕнеке пуличчен ал çырăвĕпе мĕнле ĕçленине хăйсем куçĕсемпе курчĕç, издательство кăларнă çĕнĕ кĕнекесемпе паллашрĕç. Издательствăран ачасем пушă алăпа мар - хальхи чăваш писателĕсен çĕнĕ кĕнекисемпе тухрĕç. 8-мĕш класра вĕренекен Женя Воронова, Чăваш кĕнеке издательствипе "Тантăш" хаçат редакцийĕ йĕркеленĕ "Манăн юратнă кĕнеке" республикăри конкурсра çĕнтернĕскер, хăйĕн ĕçĕнче хăйне евĕрлĕ шухăшпа палăрнăшăн хаклă парнене тивĕçрĕ. Шкул директорĕ Надежда Васильева тĕл пулăва йĕркелекенсене тав турĕ, вĕренекен çитĕнĕвĕ ыттисене те çакнашкал конкурссене хутшăнма хавхалантарнине, илемлĕ литературăпа туслашма пулăшнине палăртрĕ. Яманчỹрел ачисем çак кун "Тантăш" хаçат, "Самант" тата "Тетте" журналсен редакцийĕсен, "Чăваш Ен" издательствăпа полиграфи комплексĕн ĕçĕ-хĕлĕпе те паллашрĕç. Экскурси В.И.Чапаев музейне çитсе курнипе вĕçленчĕ. Республикăн тĕп хулин паллă вырăнĕсене çитсе курни ачасен асĕнче чылайлăха юласси иккĕлентермест.