20 августа 2011 г.
![Канашларĕç, уй-хирте пулчĕç Канашларĕç, уй-хирте пулчĕç](../Home/594//foto/uborka10.gif)
Ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче Елчĕк районĕнче Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Тĕрлĕ ял тăрăхĕнче пулнă май информаци кунне хутшăннă ушкăнсем халăхпа тĕл пулса республика шайĕнчи чи çивĕч ыйтусене - Чăваш Республикин социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсем, вĕренỹ учрежденийĕсене 2011-2012 вĕренỹ çулне хатĕрлес ĕçсем çинчен - хускатрĕç. Чи малтанах Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕпе Н.Миллинпа тĕл пулнă хыççăн Пĕрлехи информаци кунĕн ушкăнĕсем районти тĕрлĕ ял тăрăхĕнче пулчĕç, вырма ĕçĕсемпе паллашрĕç. Чăваш Республикин вĕренỹ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ С.Петрова, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - райадминистрацин вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.Левый районти вĕренỹ учрежденийĕсен директорĕсен канашлăвне хутшăнчĕç. Шăпах районти вĕренỹ учрежденийĕсене 2011-2012 вĕренỹ çулне мĕнле хатĕрлесе çитерни пирки калаçрĕç канашлура. Сăмах май, паянхи кун районта шкул çулне çитмен ачасен 3 учрежденийĕ, пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан 22 шкул тата хушма вĕрентĕвĕн 3 учрежденийĕ шутланать. Вĕрентỹ ĕç-хĕлне пурнăçлама кашни шкул аккредитаци тата лицензи илнĕ. Çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче кăçал партăсем хушшине 2500 вĕренекен ларать, çав шутран пĕрремĕш класа 200 ача килет. Вĕсене кĕтсе илме шкулсем кашниех хатĕр. Пĕрремĕшсем кăçал вĕренĕвĕн çĕнĕ стандарчĕсемпе килĕшỹллĕн пĕлỹ илĕç. Вĕрентĕвĕн тĕп программине пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе кашни шкул çанă тавăрса ĕçленĕ. Канашлу хыççăн Светлана Владимировна "Прогресс" АХОн уй-хирĕсенче, йĕтемĕсенче пулса çак кунсенче вĕçленсе пыракан вырма ĕçĕсемпе, хуçалăхăн сысна тата ĕне фермисемпе паллашрĕ, ĕçченсемпе курнăçрĕ. Ĕçе кал-кал пурнăçлакан уй-хир ĕçченĕсемпе, паянхи самана ыйтакан çĕнĕлĕхсене пăхăнса хута янă ĕне тата сысна витисемпе паллашнă май министр çумĕ тĕлĕнĕвне пытармарĕ. Хуçалăх ура çинче çирĕп тăнинче, паллах, ертỹçĕн тỹпи пысăккине, ĕçлеме питĕ те лайăх условисем туса панăранах кунта çамрăксем ытларах тăрăшнине тỹрех асăрхарĕ. Çуллахи вăхăтра йĕтем çинче тăрăшакан вĕренекенсемпе курнăçнă хыççăн С.Петрова ачасем çăкăр хакне çамрăкранах туйса ỹсни воспитани ĕçĕнче ырă çимĕç панине палăртрĕ. Вĕренекенсем министр çумĕпе курнăçнă вăхăтра патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсемпе çыхăннă ыйтусем çине хуравсем илчĕç, хăйсем суйланă хăш профессисемпе вĕренме каясса пĕлтернĕ май шкул хыççăн аслă вĕренỹ заведенийĕсене вĕренме кĕрес йĕркесем пирки ыйтса пĕлчĕç. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн проректорĕ О.Викторов, "Чувашхлебопродукт" ПУП директорĕ А.Ласточкин хутшăннă ушкăнсем Çирĕклĕ Шăхальпе Аслă Таяпа ял тăрăхĕсенчи халăхпа, шкулсен коллективĕсемпе тĕл пулнă, "Труд" тата "Аранчеево" хуçалăхсенчи уй-хирсене çитсе вырма ĕçĕсемпе паллашнă. Вăрçă ветеранĕсен республикăри клиника больницин тĕп врачĕ Е.Барсукова Елчĕкри 40-мĕш номерлĕ аптека коллективĕпе курнăçнă, Аслă Пăла Тимешри пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисне çитсе курнă. Пĕрлехи информаци кунĕн тĕп темисемсĕр пуçне халăха кăсăклантаракан ытти ыйтăва та хускатнă.
Сăн ỹкерчĕкре: С.Петрова "Прогресс" АХОн йĕтемĕ çинче.