Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Удостоверенисене улăштармалла

20 августа 2011 г.

Районта "Трактор" операци-уйăхлăх малалла пырать. Комисси членĕсем хуçалăхсене çитеççĕ, çул çинче яланах пулаççĕ. Районти хуçалăхсем çĕнĕ техникăпа пуянланса пыни питĕ лайăх пулăм. Акă, "Кушкă" ял хуçалăх производство кооперативĕн уйĕнче тин çеç туяннă ACROS-530 комбайн ĕçлет. Хăватлă техникăна сыхласа хăварас енĕпе ертỹçĕ, специалистсем нимĕн те тумаççĕ тени тĕрĕсех те пулĕ. Комбайн çинче заводранах пĕрле килнĕ 2 огнетушитель анчах. Пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисем тăрăх, унта икшер кĕреçе, шăпăр, флягăпа шыв, ешчĕкпе хăйăр пулмалла. Çакна хуçалăхра çирĕп пăхăнни кирлĕ, мĕншĕн тесен кунта нумаях пулмасть урпа уйĕнче вут-çулăм алхаснăччĕ, сиен кỹнĕччĕ. "Урожай" ОООра та пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăхăнмаççĕ. Кунта та комбайнсене пушар сỹнтермелли хатĕрсемпе тивĕçтерменни куç умне пулчĕ. Çав-çавах тыр-пул пухса тĕшĕлекен комбайнсене патшалăх енчен регистрацилемесĕр ĕçе явăçтарни те тĕл пулать. А.Цапырин хресчен (фермер) хуçалăхĕнче СК-5 "Нива" комбайна регистрацилеме мĕн чăрмантарать-ши? Ертỹçĕн çаврăнусăрлăхĕ çеç пулĕ. А.Цапырина штрафлама тиврĕ. Механизаторсем те кивĕ йышши удостоверенисене çĕннипе улăштарма васкаманни тĕлĕнтерет. Н.Бикулов хресчен (фермер) хуçалăхĕнче çакă уççăнах палăрать - кунта ку енĕпе нимĕн те туман. Çакăн пек тĕслĕхсем Ленин ячĕллĕ, "Аранчеево", "Энтепе" тата ытти хăш-пĕр хуçалăхсенче те тĕл пулчĕç. Çакăншăн яваплă çынсене асăрхаттарма тиврĕ. Малашне кивĕ йышши удостоверенисемпе çỹрекенсен кĕсйисене çỹхетме те тивĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика