Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăрханулăх питĕ кирлĕ

20 августа 2011 г.

Çуллахи типĕ çанталăкра пушар тухас хăрушлăх пур. Акă, "Кушкă" ял хуçалăх производство кооперативĕн çул хĕрринче вырнаçнă урпа уйĕнче 5 гектар çинчи тухăç вут-çулăмра пĕтнĕ. Вăл сỹнтермен пирус тĕпĕнчен тухнă тесе шутлаççĕ. Пушара вăрах алхасма паман _ техника хутшăннипе, ял çыннисем пулăшнипе ăна хăвăрт сỹнтернĕ. "Сатурн" хуçалăхра вара улăм купин тĕпĕсене çунтарнă. Типĕ те çиллĕ çанталăкра вут чĕртме пачах юрамасть. Çакăншăн хуçалăха 6 пин тенкĕлĕх штрафлама тивнĕ. Чăваш Енри Чрезвычайлă лару-тăру ыйтăвĕсемпе ĕçлекен патшалăх комитечĕ вут-çулăм тухнине спутник урлă сăнасах тăрать, тĕтĕм çĕкленнине асăрхасан сăлтавне пĕлтерме ыйтать. Вырма вăхăтĕнче вут-çулăмран асăрханулăх ытларах кирлĕ. Кашни хуçалăхăн уй-хирĕнче талăкĕпех дежурство йĕркелени вырăнлă. Плуг çакнă трактор яланах хатĕр тăтăр. Хушăк таврашĕнче вут чĕртме, улăм тăккаланчăкĕсене çунтарма юрамасть. Асăрхануллă, тимлĕ пулни хĕрỹ тапхăрта питĕ кирлĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика