Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тухăçпа савăнтараççĕ

20 августа 2011 г.

Тухăçпа савăнтараççĕ

Аслă Елчĕкри Владимир Чернов хресчен (фермер) хуçалăхĕн çĕрĕсем Хĕрлĕ çырма çывăхĕнче вырнаçнă. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 373 гектар йышăнаççĕ. Ыраша çапса тĕшĕленĕ. Унăн тухăçĕ районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенчен чи пысăкки. Кашни гектартан бункер виçипе 37,6 центнер пухса илнĕ ăна. Халĕ хĕрỹ ĕç шавĕ урпа уйĕнче пырать. Вăл çỹллĕ те парка çитĕннĕ. Унăн тухăçĕ те савăнтарать - хальлĕхе кашни гектартан 51,3 центнер тухать. Çакă та районта чи пысăк кăтартусенчен пĕри. Хресчен (фермер) хуçалăхĕн пуçлăхĕ Владимир Чернов та тухăçпа кăмăллă. "Тыр-пул ăнса çитĕнчĕ кăçал, - тет Владимир Федорович. - Халĕ пирĕн тĕп тĕллев - ăна тăкаксăр пухса илесси". Юрий Райков комбайнер та çакăн çинчен шухăшлать. Хăйне пулăшаканĕпе - Артур Райковпа пĕрле ывăнма пĕлмесĕр мĕн сывлăм ỹкичченех хиртен каймаççĕ. Хресчен (фермер) хуçалăхĕн йĕтемĕ çинче те ĕç кал-кал пырать. Унăн заведующийĕ Вениамин Соколов йĕркелесе пынипе Зинаида Печкова, Люда Чернова, Ольга Полканова, Галина Чернова вăрлăха тасатаççĕ тата сортласа кĕлете кĕртеççĕ. Валерий Соколов, Владимир Филимонов сварщик, Владимир Ярхунов электрик техникăна тивĕçлипе пăхса тăраççĕ, кăлтăксене тỹрех пĕтереççĕ. Пай çĕрĕсене арендăна панă çынсене те тĕш тырăпа вăхăтлă тата туллин тивĕçтересшĕн хресчен (фермер) хуçалăхĕн пуçлăхĕ. 

Сăн ỹкерчĕксенче: йĕтем çинче ĕç пырать. Автор сăн ỹкерчĕкĕсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика