Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пỹрне йĕрĕсемпе палăртаççĕ

17 августа 2011 г.

 Раççей Федерацийĕн гражданĕсене дактилоскопи (çынна унăн пỹрнисен йĕрĕсенчен тĕпчесе палăртмалли меслет) регистрацийĕ витĕр Федерацин 1998 çулхи утă уйăхĕн 8-мĕшĕнчи 128 номерлĕ "Раççей Федерацийĕнче патшалăх дактилоскопи регистрацине тăрасси çинчен" саккунĕпе килĕшỹллĕн кăлараççĕ. Мĕншĕн кирлĕ асăннă регистраци? Çакă тата ытти ыйтусене хускатрăмăр эпир Раççей Федерацийĕн миграци службин Чăваш Республикинчи управленийĕн районти территори пункчĕн ертỹçипе Т.Казеевăпа. - Татьяна Александровна, вулакансем çынна пỹрнесен йĕрĕсем урлă палăртни мĕншĕн кирли тата çак меслетпе камсен усă курма ирĕк пурри пирки час-часах ыйтаççĕ... - Федерацин маларах асăннă саккунĕпе килĕшỹллĕн, Раççей Федерацийĕн гражданĕсем хăйсен ирĕкĕпе патшалăх дактилоскопи регистрацийĕ витĕр тухма пултараççĕ. Патшалăх ирĕкĕпе дактилоскопи регистрацине çакăн чухне тăваççĕ: хыпарсăр çухалнă гражданина шырасан, вилнĕ çын кам пулнине палăртассинче йывăрлăх сиксе тухсан, сывлăх тĕлĕшĕнчен чирлĕ пулнипе е ватăлнипе ăнĕ пĕтнĕ çын хăй кам пулнине пĕлтерме пултараймасан, преступление уçса парас ĕçре усă курма. Дактилоскопи информацийĕпе судсемпе прокуратура, следстви, дознани, миграци, оперативлă майпа шырав ĕçне пурнăçлакан, уголовнăй-исполнительнăй тытăм, право йĕркине административлă майпа пăсакансен ĕçĕсене пăхса тухакан тата ытти органсем усă курма пултараççĕ. - Çул çитмен çамрăксене те тăратаççĕ çак регистрацие... - Çапла. Хăйсен ĕçĕсемшĕн явап тытма пултарайман çынсене, кĕçĕн çулхи ачасене тата çул çитмен ачасене асăннă регистраци витĕр вĕсен ашшĕ-амăшĕ е опекунсем, попечительсем ыйтса çырнипе тăратаççĕ. Çак регистрацие Раççей Федерацийĕн Конституцийĕнче çирĕплетнĕ ирĕкĕсемпе килĕшỹллĕн пурнăçлаççĕ, вăл гражданинăн сывлăхĕшĕн хăрушă пулмалла мар, унăн чысне тата тивĕçлĕхне пырса тивмелле мар. - Дактилоскопи регистрацийĕн кăтартăвĕсем хăçанччен упранаççĕ? - Кăтартусене пĕтерес тесен граждансен (çул çитмен ачасемпе хăйсемшĕн явап тытайман çынсен - ашшĕ-амăшĕн, опекун-попечительсен) хăйсем пурăнакан вырăнти шалти ĕçсен пайне заявлени çырса памалла. Шалти ĕçсен органĕсем дактилоскопи регистрацийĕн даннăйĕсене 30 кун хушшинче пĕтерме тивĕç. Маларах заявлени тăратмасан çак кăтартусене гражданин 80 çул тултарсан е вилсен пĕтереççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика