17 августа 2011 г.
- Ирĕклĕхсĕр юлнă айăпçă штраф изоляторне лексен тăванĕсемпе е ытти çынсемпе курнăçма пултарать-и?
Л.ИВАНОВА.
Ыйту çине Чăваш Республикинчи юсану учрежденийĕсенче саккуна мĕнле пăхăннине тĕрĕслекен ятарлă прокурорăн пулăшуçи Д.Алексеев хуравлать: - Уголовно-исполнительнăй кодексăн 118 статйипе килĕшỹл-лĕн, ирĕклĕхсĕр юлнă айăпçăн штраф изоляторĕнче пулнă тапхăрта тăванĕсемпе курнăçма, телефонпа калаçма, апат-çимĕç продукчĕсем, посылка, передача е бандероль илме ирĕк çук. Çав вăхăтрах вăл Уголовно-исполнительнăй кодексĕн 89 статйин 4 пайĕнче палăртнă требованисемпе килĕ-шỹллĕн адвокатпа е юридика пулăшăвĕ пама пултаракан ытти çынсемпе курнăçма пултарать.