Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрремĕш юратун хăвачĕ пысăк

17 августа 2011 г.

Илен кунĕ пулнăран-ши, Каркалар ялĕнчи тĕп урамра ватти-вĕтти, çамрăксем йышлăн курăнаççĕ. Пĕчĕк ялта çын нумай-çке тесе те тĕлĕнтĕмĕр. Хăшĕсем чи хĕрỹ хĕвелтен пытанса хапха умĕнчи сак çине канма ларнă. "Паян кăнтăрлаччен пысăк ĕçсем тума юрамасть", - теççĕ ватăсем. Акă, çỹлти урамран мотоблок çине курăк тиенĕ çемье анать. Шăпах Борисовсемпе курнăçма сĕннĕччĕ Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕнче ĕçлекенсем. Часах силикат кирпĕчрен купаланă çурт умне пырса чарăнтăмăр. Владимирпа Наталья çулса килнĕ курăка пушатрĕç те манпа сăмахлама вăхăт тупрĕç. Вырăс хĕрĕпе чăваш каччин çемйи 12 çул туслă та килĕштерсе пурăнать. Паллах, пурнăç карапĕн çăмăл мар ишевĕнче пысăк опытлă тееймĕн вĕсене, çапах çак хушăра çамрăксем пĕр-пĕрне сивĕ сăмах каласа кỹрентернине астумаççĕ, яланах çур сăмахран ăнланаççĕ, пĕр-пĕрне хисеплеççĕ. "Ĕмĕре юнашар утса тухма сăмах панă эпир", - тет телейпе çиçекен мăшăр пĕр-пĕрне ăшшăн пăхса. Володьăпа Наташа тăххăрмĕш класс таран пĕрле вĕреннĕ. Вырăс Каркалар хĕрĕ ун чухнех каччă çулне çитсе пыракан çамрăк кăмăлне килнĕ. Хĕр те кăвак куçлă йĕкĕт çине вăтанса пăхайнă. Анчах иккĕшĕ те шкул парти хушшинче амаланма пуçланă пĕрремĕш юрату туйăмне уçса парайман, вăрттăн сăнанă пĕр-пĕрне. Каярахпа çамрăксен çулĕсем икĕ еннелле уйрăлнă. Каччă Кĕçĕн Таяпа шкулне утнă, хĕр малалла вĕренме хулана кайнă. Алла аттестат илнĕ хыççăн салтак тивĕçне пурнăçланă В.Борисов. Ун чухне Наташăн сăнарне куç умĕнчен яман вăл. Яла таврăнсан канмалли кунсене чăтăмсăррăн кĕтнĕ йĕкĕт. Пĕрле вĕреннĕ Наташăна тинех чун-чĕрине уçса панă. Хĕр те савнă çыннине тĕл пулас тесе кашни эрнерех тăван ялне килнĕ. Тăватă çула яхăн туслă çỹренĕ хыççăн çамрăксем пĕр çемье çавăрнă. Вырăс хĕрне качча илнĕшĕн пĕрре те ỹпкелешмен ашшĕпе амăшĕ. Кỹршĕ ялта ỹснĕ хурăн пек яштака пикене вĕсем мĕн ачаран пĕлнĕ. Шкул парти хушшинче ларнă чухнех уçă кăмăлĕпе палăрнă вăл, ялта ỹснĕрен ĕç тĕлне те пĕлнĕ. Çапах ултă çул хулара пурăннăскере малтанах йывăра килнĕ-ха, анчах нăйкăшман вăл. Мăшăрĕ май килнĕ таран пулăшнă ăна. Халĕ вара çемье килте выльăх-чĕрлĕх тытнипе йỹнеçтерсе пурăнать. Ĕне те виççĕ. Çĕр лаптăкĕ те пĕчĕк мар. Наташа ялти клубра техслужащи пулса вăй хунă. Шел, унăн ĕçĕпе сыв пуллашма тивнĕ, хупрĕç культура çуртне. Пĕчĕк ялта лавкка та, клуб та çук. Ĕç çук, тем тумалла çамрăксен. Инçете шапаша çỹрет чылайăшĕ. Володя та хĕлле килте лармасть, инçе çула тухать. Çулла вара килти хуçалăхра ларса канма вăхăт çук. Хĕл хырăмĕ пысăк, картиш тулли выльăха пĕтересшĕн мар вĕсем. Елена Даниловнăпа Петр Павлович çамрăк кине пит тарават кĕтсе илнĕ. Паян та хунямăшĕ кинне мухтаса пĕтереймест. Çак тарана çитсе пĕр-пĕрне сивĕ сăмах та каласа курман вĕсем. Юлашки вăхăтра Елена Даниловна чирлекелесех тăрать, çавна май çамрăксем амăшне ĕçлеттересшĕн те мар. Анчах ахаль ларма хăнăхман утмăлти хĕрарăм çемьене пулăшас тесе ăшталанать. Виçĕ çул каялла инсульт пулнă ăна. Вырăн çинчен тăрайман хĕрарăма ачисем лайăх пăхнă. Чире парăнтарма талпăнакан хĕрарăм ун чухне чĕререн тухакан сăмахсене шурă хут çине шăрçаланă. Каçару, сыв пуллашу, тав сăмахĕсене вуласан ут-пỹ тăрăх сивĕ чупса иртет. Вăл вăхăтра Елена Даниловнăна питĕ йывăр пулнине чунран ăнланса илетĕн. - Виçĕ кинĕм те лайăх. Иккĕшĕ вырăс. Килте яланах юрату хуçаланнăран ватăсене пурăнма çăмăл, - тет хуняма карчăкĕ. Шел, мăшăрĕ çĕре кĕнĕ Елена Даниловнан. Иккĕшĕ те вăхăтĕнче тăван хуçалăхра тар тăкнă. Борисовсен хăтлă та пысăк çуртĕнче тирпейлĕ те çутă. Кашни япала хăй вырăнĕнче. Çемьере икĕ чĕлхепе те таса калаçаççĕ. Картишĕнче, пỹртре чечексем ешереççĕ.   Кинĕм юратать вĕсене. Тем тĕрлине те лартса ỹстерет. Çемьере юрату пулсан килĕшỹ хуçаланать. Çын кăмăлĕ мĕнле наци пулнинчен килмест. Эпĕ йăх-несĕлĕмре вырăс юнĕ чупнишĕн савăнатăп кăна, - тет Лена аппа. Настьăпа Артем юратаççĕ асламăшне. Каникулта вара ытти мăнукĕсем те хăнара пулчĕç - ха. Борисовсем нумаях пулмасть çемйипе вăрмана кайса канчĕç, шашлăк пĕçерчĕç. Савăнмалли сăлтавĕ - ĕмĕр манми паллă куна аса илни. Шăп та лăп 12 çул каялла Каркаларта çĕнĕ çемье чăмăртаннă вăл кун. Пĕрремĕш юратун асамлă та хăватлă туйăмĕ иксĕлменнине тепĕр хут ĕнентерчĕç Наташăпа Володя...

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика