Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Палăртнă вăхăтра, кĕске срокра

17 августа 2011 г.

Палăртнă вăхăтра, кĕске срокра

 "Урожай" сахал яваплă обществăри уй-хир ĕçченĕсем хальлĕхе 300 ытла гектар çинчи тыр-пула пуçтарса кĕртнĕ. Пĕтĕм лаптăк - 560 гектар. Хуçалăхра икĕ "уй-хир карапĕ" ĕçлет. СК-"Нива" комбайна В.Кирилловпа Ю.Чернов комбайнерсем пĕр кăлтăксăр ĕçлеттереççĕ. Виталий 33-мĕш çул комбайн штурвалĕ умĕнче. Опытлă. Çамрăксене ырă канашпа пулăшма та ỹркенсе тăмасть вăл. "Дона" вара А.Максимовпа А.Мартынов комбайнерсем тытса пыраççĕ. Вĕсем те ăста механизаторсем. Вырма вăхăтĕнче тыр-пул пуçтарса кĕртнĕ çĕрте тăрăшаççĕ, ытти чухне трактор çинчен анмаççĕ. Хальхи вăхăтра комбайнсем 200 гектар çинчи çурхи тулă пуссинче ĕçлеççĕ. Çỹллĕ вырăнта пулсан та тырă пиçсе çитмен вырăнсем пур. Вĕсене вырса кушăхтараççĕ, унтан çапаççĕ. Çапса тĕшĕленĕ тырра Б.Гаврилов водитель йĕтем çине турттарса тăрать. Вăл та ĕççине пуçласа хутшăнмасть. Йĕтем çинчи ĕçе Н.Максимова заведующи йĕркелесе тăрать. В.Кузьмин машинист КЗС-10 агрегата тухăçлă ĕçлеттерет. А.Волков водитель таса та типĕ тырра кĕлете турттарать. Н.Полиевтов, В.Леонтьев, В.Зайцев, А.Полиевтова, Н.Зайцев пиллĕкмĕш çул тырă алланă çĕрте тăрăшаççĕ. Кỹршĕ ялтан çỹреççĕ вĕсем. Вĕсен ĕçĕпе В.Кузнецов ертỹçĕ те кăмăллă. Ĕçе пĕлсе йĕркеленĕ хуçалăхра. Н.Левый тракторист кĕрхи культурăсем акма 150 гектар çĕр хатĕрленĕ. Ыран акма тухаççĕ. - Кашни сехетпе пĕлсе усă курма тăрăшатпăр. Палăртнă срокра ĕççине вĕçлесшĕн, - канăçнех çухатнă ертỹçĕ. Уй-хир ĕçченĕсене тутлă апат пĕçерсе çитерессипе В.Мартыновăпа Л.Унгарова яваплă. Ĕçченсене икĕ хутчен вĕри апатпа сăйлаççĕ. 

Сăн ỹкерчĕкре: Ю.Чернов, А.Максимов, В.Кириллов комбайнерсем, Б.Гаврилов водитель хирте апат тата лайăх аннине палăртаççĕ, çав вăхăтрах канашласа та илеççĕ. В.Кириллова сăн ỹкерчĕкĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика