Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕрỹ тапхăр

17 августа 2011 г.

Виçĕм кун район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисемпе канашлу ирттернĕ. Канашлу пуçламăшĕнче вăл район администрацийĕн капиталлă строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн ертсе пыракан специалист-экспертне В.Н.Петрова строительствăра нумай çул тăрăшса ĕçленĕшĕн район администрацийĕн Хисеп грамотине парса чысланă, малашнехи ĕçре ăнăçусем суннă. Ял хуçалăх пайĕн начальникĕ П.Тремасов ял хуçалăх предприятийĕсенче вырма ĕçĕсем мĕнле пынипе паллаштарнă. Тунти кун тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 11000 гектар çинче вырнă, 9525 гектар е пĕтĕм лаптăкăн 50 процентне пухса çапнă. "Рассвет", "Прогресс", "Свобода", "Сатурн", "Нива", "Победа", "Кушкă", "Клевер" хуçалăхсем тыр-пул пуçтарса кĕртессине вĕçлесе пыраççĕ. "Прогресс", "Эмметево", "Арланово" ял хуçалăх предприяти-йĕсем кĕрхи культурăсем акаççĕ. Канашлура район администрацийĕн пуçлăхĕ Лаш Таяпа ял тăрăхĕнче ĕçлĕ çул çỹревре пулнине пĕтĕмлетнĕ, унти ĕç-хĕл мĕнле пынине видеопроекторпа кăтартнă. Яманчỹрелти ял хуçалăх предприятийĕнче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пухса илнипе пĕр вăхăтрах выльăх-чĕрлĕх витисене юсаççĕ, реконструкцилеççĕ. Анчах ял тăрăхĕн территорийĕнчи Лаш Таяпапа Пикшик хушшинчи пĕр лаптăка çум курăк пусса илнĕ. Унччен ял çыннисене хушма хуçалăха аталантарма уйăрса панă çĕре йĕркене кĕртмешкĕн пайтах вăй хума тивет. Канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă ытти ыйтусене те сỹтсе явнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика