Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç шавĕ лăпланмасть

17 августа 2011 г.

Ĕç шавĕ лăпланмасть

 Анатри Тимешри О.Гаврилов хресчен фермер хуçалăхĕнче улттăмĕш çул вырма вăхăтĕнче йĕтем çинчи ĕç шавĕ самантлăха та лăпланмасть. Хуçалăхра 150 гектар çинче пĕрчĕллĕ культурăсем акса ỹстернĕ. Хальхи вăхăтра урпапа кĕрхи тулла пуçтарса кĕртнĕ. - Кĕр хĕл хырăмне тăрантарать теççĕ. Кăçалхи тухăç савăнтарать, - тет ертỹçĕ. Хуçалăхра ĕççи вĕçленсе пырать. Юлашки гектарсем çинче тăрăшаççĕ тыр-пул пуçтарса кĕртекенсем. А.Петров комбайнерпа унăн пулăшаканĕ Д.Соловьев çанă тавăрса вăй хураççĕ. Йĕтем çине килекен тырра хĕрарăмсем ала витĕр кăларса кĕлете ăсатаççĕ. Çĕр ĕçĕ çăмăл мар. Йывăрлăхсемпе кăлтăксене парăнтарсан, майне-шывне пĕлсен, халăхпа килĕштерсе вăй хурсан çеç ĕç кал-кал кайнине ăнланаççĕ кунта. 

Сăн ỹкерчĕкре: таса тырă миххе тулать. Автор сăн ỹкерчĕкĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика