Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спорт площадкинче вăй виçетпĕр

13 августа 2011 г.

Спорт площадкинче вăй виçетпĕр Лаш Таяпа ял тăрăхĕн администрацийĕ çамрăксене физкультурăпа спорта явăçтарас ĕç çине пысăк тимлĕх уйăрать. Кăçал анчах ку тĕлĕшпе виçĕ пысăк мероприяти йĕркеленĕ. Çак кунсенче Яманчỹрелте çамрăксем хушшинче футбол турнирĕ иртрĕ. Унта Яманчỹрел, Лаш Таяпа, Вăрăмхăва ялĕсен командисем хутшăнчĕç. Площадка хуçисем икĕ вăйăра çĕнтерчĕç, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Лаш Таяпа, Вăрăмхăва çамрăкĕсем йышăнчĕç. Яманчỹрел командинчи Дмитрий Карсаков, Алексей Андреев тапăнса вылякансем ăнăçлă вылярĕç. Дмитрий Базарнов вратарь хăй хỹтĕлекен хапхана пĕр мечĕк те кĕрттермерĕ. Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене Хисеп грамотисемпе, призсемпе, турнирта ăнăçлă вылянă Денис Петрова (Вăрăмхăва), Николай Сорокина (Лаш Таяпа), Дмитрий Карсаковпа Алексей Андреева парнесемпе чысларĕç. Çамрăксен турнирне йĕркелесе ирттерме Елчĕк районĕнчи Депутатсен пухăвĕн депутачĕ, "Яманчурино" ООО ертỹçи Владимир Рахмуллин, Лаш Таяпа ял тăрăхĕнчи Депутатсен пухăвĕн депутачĕ Алексей Московский, Лаш Таяпари вăтам шкул директорĕ Вера Павлова, спорт тусĕсем Владимир Титов, Владимир Васильев хутшăнчĕç, пулăшрĕç. Лаш Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Светлана Ермакова вĕсене тав турĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика