Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раççейре - ял хуçалăх çыравĕ

13 августа 2011 г.

Раççей Федерацийĕн Правительствин 2011 çулхи çĕртме уйăхĕнче çирĕплетнĕ хушăвĕнче 2014 çулта çĕр-шывра ял хуçалăх çыравĕ ирттересси çинчен пĕлтернĕ. Çыравăн тĕп тĕллевĕ - аграри секторне инвентаризацилесси. Çапла майпа çырав аграри секторĕнчи лару-тăру пирки тĕрĕс, тулли информаци пухма, çак никĕс çинче ял хуçалăх производствин ĕç тухăçлăхне ỹстермелли майсене палăртма май парĕ. Яваплă ĕçе йĕркелеме хатĕрленсе 2012 çулта сăнавлă çырав ирттерме палăртнă. Яваплăх - Росстат çинче, мероприятисене ирттерме каякан укçа-тенкĕпе Раççейри Финанс тата Экономика аталанăвĕн министерствисем тивĕçтереççĕ. Аса илтеретпĕр, ял хуçалăх çыравĕ юлашкинчен 2006 çулта иртнĕ. Унăн кăтартăвĕсем тăрăх Раççейри 2, 3 миллион çын пысăк тата вăтам ял хуçалăх предприятийĕсенче, 232 пин çын пĕчĕк предприятисенче (Чăваш Республикинче 32,5 пин тата 5,2 пин çын) ĕçленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика