Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕлĕкхи йăлапа

10 августа 2011 г.

Ĕлĕкхи йăлапа Лаш Таяпа ял тăрăхĕнче пурăнакансем сăваплă ĕçе пуçăннă. Вĕсем Таса Турă Амăшĕ çуралнă ячĕллĕ храм тума пуçланă. Кашни канмалли кун чиркỹре строительство ĕçĕсем пурнăçлаççĕ. Храм настоятельне, Силуан иеромонаха çăмăл мар ĕçре Н.Князев инженер-строитель пулăшу аллине тăснă. Ял çыннисем чиркĕве нимелле хăпартаççĕ. Кунта çамрăксемпе тан ваттисем те çанă тавăрса вăй хураççĕ. Çĕнĕ Эйпеçри 80 çулхи А.Дружинин ир пуçласа каçчен кунта тăрăшать. Сăваплă ĕçе çемйипех хутшăнакансем те чылаййăн. А.Николаев Михаил, В.Кузьмин Иван ывăлĕсемпе чиркỹ стенисене купалаççĕ. Яманчỹрел ялĕнчи строительсем те кỹршĕсене пулăшма хаваспах хутшăннă. Çитес канмалли кунсенче стройка ĕçне малалла тăсаççĕ. Силуан атте пурне те ырă ĕçе хутшăнма йыхравлать. Сăн ỹкерчĕкре: чиркỹ çỹлелле çĕкленет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика