Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çар службинчи тапхăра та кĕртнĕ

10 августа 2011 г.

 "Раççей Федерацийĕнче этемĕн, гражданинăн прависемпе ирĕкĕсене пăрахăçлакан е чакаракан саккунсем тата ытти нормативлă право ак-чĕсем пулмалла мар". Çапла палăртнă Раççей Федерацийĕн Конституцийĕнче. Конституцинче палăртнă çак йĕркесене тĕпе хурса Елчĕк район сучĕ Елчĕк районĕн гражданинĕн ятарлă педагогика стажне çар службинче пулнă тапхăра кĕртме ыйтса çырнă тавăçне тивĕçтернĕ, гражданинăн ĕç стажне çар службинчи тапхăра та кĕртме йышăну кăларнă. Педагог вĕрентекен пулса 1987 çулхи çурла уйăхĕнчен ĕçлеме пуçланă. Çак çулах - чỹк уйăхĕн 25-мĕшĕнче вăл призывпа çар ретне тăнă, салтакран 1989 çулхи чỹк уйăхĕн 30-мĕшĕнче таврăннă. Хĕсмет хыççăн паянхи кунччен вĕрентекенре тăрăшнă. Педагогикăри ĕç стаже 25 çулпа танлашманнине кура (çар службинчи тапхăра ĕç стажне кĕртмен) Раççей Пенси фончĕн районти управленийĕ педагога нумай çул ĕçленĕшĕн срокченех паракан пенсие (пенсия за выслугу лет) кăларма ыйтсан хирĕçленĕ. Район сучĕ Раççей Федерацийĕн Конституцийĕн 55 статйин 2 пайĕнче палăртнă йĕркесене, гражданин çар тапхăрĕнче пулнă чух 1959 çулхи раштав уйăхĕн 17-мĕшĕнче йышăннă "О пенсиях за выслугу лет работникам просвещения, здравоохранения и сельского хозяйства" йышăну вăйра тăнине (1991 çулччен вăйра тăнă вăл) тĕпе хунă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика