10 августа 2011 г.
Федерацин 2006 çулхи пуш уйăхĕн 6-мĕшĕнчи "Терроризма хирĕç тăрасси çинчен" саккунĕпе килĕшỹллĕн, терроризма хирĕç тăрасси, террорла актсем пулас хăрушлăха, сăлтавсемпе условисене сирсе ярасси, асăрхаттарасси, террорла актсене тупса палăртасси тата уçса парасси патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен тĕп тивĕçĕ пулса тăрать. Район прокуратурин ĕçченĕсем Елчĕк ял тăрăхĕн администрацийĕ терроризма хирĕçлекен саккунсене мĕнле пăхăннине тĕрĕсленĕ, саккуна пăснă тĕслĕхсене тупса палăртнă. Елчĕк ял тăрăхĕн администрацийĕ 1, 3-мĕш кварталсем валли террора хирĕç кĕрешекен комиссин ĕç планне хатĕрлеменнине, 2-мĕш кварталта планпа пăхса хăварнă террора хирĕçле мероприятисене ирттерменнине, çавăн пекех мероприяти ирттернине çирĕплетекен справкăсем хатĕрлеменнине, маларах комисси йышне кĕртнĕ, хальхи вăхăтра урăх должноçа йышăнакан е ĕçрен вуçех кайнă çынсене комисси йышĕнчен кăларманнине палăртнă. Саккуна пăснă çак çитменлĕхсене палăртса район прокуратури Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхне асăрхаттарнă, çитменлĕхсене кĕске вăхăтра пĕтерме хушса хăварнă.