Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çитменлĕхсене пĕтерме сĕннĕ

10 августа 2011 г.

 Çурла уйăхĕн 1 - 31-мĕшĕсенче районта "Трактор" профилактика операци-уйăхлăх пырать. Тракторсемпе прицепсене, хăй тĕллĕн çỹрекен ытти машинăсене тĕрĕслет ятарлă комисси. "Аранчеево" агрофирма" сахал яваплă юлташлăх уйĕсенче 4 комбайн хирти пуянлăха пухса илес енĕпе ĕçлет. Анчах, тỹрех палăртар, комбайнерсем техника тата пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăхăнмаççĕ. Пĕтĕм комбайн çинче пĕртен-пĕр шăпăр çеç пур. Комбайнсене шывпа, хăйăрпа, огнетушительсемпе, кĕреçесемпе тивĕçтерме май тупайман. Хуçалăх ертỹçи В.Смирнов, техникăшăн яваплă В.Краснов техника хатĕрĕсем çинче вут-çулăм алхасма тытăнсан мĕн тума шутлаççĕ-ши? Комбайн çинчи шăпăрпа çеç инкеке сирме май килмĕ. Çавăн пекех çаврăнакан пайсемпе узелсене те ятарлă виткĕçсемпе хупламан. Комбайнерсем те техникăпа çỹреме ирĕк паракан удостоверенисене, ытти документсене хăйсемпе пĕрле илсе çỹремеççĕ. Н.Катмаковпа В.Ениковăн вара удостоверенисем кивĕ йышшиех. Çĕннине илме мĕн чăрмантарать-ши? Çавăн пекех комбайнсене медицина аптечкипе те тивĕçтермелле. Çак çитменлĕхсене çывăх вăхăтра пĕтерме кирлине асăрхаттарса хăварчĕç комисси членĕсем. "Труд" ял хуçалăх производство кооперативĕнче вырмана 2 комбайн хутшăнать. Кунта Дон-1500 А комбайна паянхи кунччен те патшалăх енчен регистрацилемен. "Энтепе" ОООра та МТЗ йышши 3 трактора патшалăх регистрацийĕ витĕр кăларман. Апла пулсан, вĕсене ĕçе явăçтарни вырăнсăр. "Эмметево", "Марс", "Победа", "Комбайн" хуçалăхсенче вырмана хутшăнакан техника хатĕрĕсем çине тимлĕх уйăраççĕ, техника тата пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăхăнма тăрăшаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика