Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăвăм мĕншĕн ỹсмест?

10 августа 2011 г.

 Тунти кун район администрацийĕнче райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисен канашлăвне район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин ертсе пынă. Унта эрне итогĕсене пăхса тухнă, малашнехи тĕллевсене палăртнă. Выльăх чирĕсене хирĕç кĕрешекен Елчĕк районĕнчи станци начальникĕ А.Скворцов выльăх-чĕрлĕх витисене хĕле мĕнле хатĕрленине тĕрĕсленин итогĕсемпе паллаштарчĕ. "Прогресс" акционерсен хупă обществинче, "Комбайн" ЯХПКра, "Победа" ОООра выльăх-чĕрлĕх витисене хатĕрлес ĕç ăнăçлă пырать. Анчах К.Маркс ячĕллĕ, "Аранчеево", "Родник", "Эмметево" хуçалăхсенче ферма çурчĕсене хĕллехи тапхăра хатĕрлессипе ĕçлемелли пайтах. Ленин ячĕллĕ хуçалăхра çак ĕçе пуçăнман та. Канашлура çуллахи тапхăрта ĕнесенчен сĕт суса илес ыйтăва та хускатрĕç. Çу уйăхĕсенче кашни ĕнерен сĕт суса илесси пĕлтĕрхи шайран ỹсмен. Юлашки кунсенче çеç лару-тăру лайăх енне улшăнни сисĕнет. Анчах çакăнпа лăпланса лармалла мар. Мĕншĕн тесен кăçал пĕр çул тата нумай çул ỹсекен курăксем, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, ытлашшипех. Вĕсемпе кĕтỹре çỹретсе те, çулса парса та туллин тăрантарма пулать. Ыт ахальтен мар район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин сăвăм ỹсменнин тĕп сăлтавĕсем ĕне выльăхсене симĕс курăкпа, таса шывпа вăхăтра тивĕçтерменнипе, тырă фуражĕ паманнипе _ ĕçе пĕлсе йĕркелеменнипе пулнине палăртрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ _ финанс пайĕн начальникĕ Г.Анисимова 2011 çулхи 7 уйăхра бюджета налуксен тата налуксен мар тупăшĕсем мĕн чухлĕ пырса кĕни çинче чарăнса тăчĕ. Çак вăхăтра районăн пĕрлештернĕ бюджетне налуксен тата налуксен мар тупăшĕсем енĕпе 30,1 миллион тенкĕлĕх е çулталăк планĕпе шутласан 53,6 процент пурнăçланă. Аслă Пăла Тимеш, Аслă Таяпа, Аслă Елчĕк ял тăрăхĕсенче налуксем тата налуксен мар тупăшĕсем пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен сахалтарах пулнă. Уйрăм çынсенчен ĕç укçинчен пуçтаракан налук тупăшĕ пĕлтĕрхи шайран чакнă. К.Маркс ячĕллĕ, "Родник", "Аранчеево" хуçалăхсем çак налука кăçал пĕр пус та тỹлемен. Аслă Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Скворцов, "Аранчеево" ООО ертỹçи В.Смирнов налуксене вăхăтра тỹлеменнин сăлтавĕсене ăнлантарса пама тăрăшрĕç. Кăçал çуркунне К.Маркс ячĕллĕ ЯХПК тата "Аранчеево" ООО пĕрлешнĕ. Икĕ хуçалăх çĕрĕсене пĕтĕмпех ял хуçалăх культурисем акса хăварнă. Чылай лаптăкра тĕш тырă, пахча çимĕç культурисем аван çитĕннĕ. "Аранчеево" ООО ертỹçи В.Смирнов палăртнă тăрăх, укçа-тенке К.Маркс ячĕллĕ ЯХПКн ĕç укçи парăмĕсене, техника туяннăшăн кредита тỹлеме тăкакланă. Вăл çĕнĕ тухăçа сутса пуçтарăнакан укçа-тенке чи малтан налук парăмĕсене тỹлеме уйăрассине пĕлтернине, мĕн пур налука юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне тỹлесе тытма шантарнине шута илчĕç. "Кирпич" ОООра, "Елчĕкри сыр туса кăларакан завод" ОАОра, "Елчĕкри çăкăр завочĕ" ОООра ĕç укçи районти вăтам ĕç укçи калăпăшĕнчен пĕчĕкрех. Канашлура кирпĕч тата сĕт-çу завочĕсен директорĕсен Л.Ласточкинан, О.Карсаковăн отчечĕсене итлерĕç. Анчах вĕсем ăнлантарса пани район администрацийĕн пуçлăхне Н.Миллина тивĕçтермерĕ. Икĕ заводăн та туса кăларакан продукцисен ассортиментне çĕнетмелле, пахалăха лайăхлатмалла. Сĕт-çу завочĕ сĕт йышăнса тата сивĕтсе хуласене ăсатнипе, кирпĕч завочĕ пур чухне те пахалăхĕпе тивĕçтермен пĕр тĕрлĕ кирпĕч кăларнипе çеç ĕç укçине ỹстерме, бюджета налук укçипе пуянлатма çук. Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ П.Тремасов вырма ĕçĕсемпе тата кĕрхи культурăсем акма çĕр хатĕрлессипе паллаштарчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика