06 августа 2011 г.
Иртнĕ çул пулнă шăрăх пусăсене, çырма-çатрана типпе хăварни шывăн пĕлтерĕшне, унăн хакĕ калама çук пысăк пулнине кăтартса пачĕ. Уйрăм хуçалăхсем пĕчченшерĕн те, темиçен пуçтарăнса та артезиан пуссисем чавтарчĕç. Çакăншăн нумай тăкакланма тиврĕ. Килĕрен пусă пурри аван ĕнтĕ. Анчах та мана тепĕр ыйту канăçсăрлантарать. Шкулта вĕренекен ывăл ачан пỹринче чул пуррине палăртрĕç тухтăрсем. Пĕрре çеç мар, иккĕ те иккен. Паллах, шурă халатлисене чир историйĕ кăсăклантарать. Шел пулин те, килти шыв сирĕн мĕнлерех тесе ыйтсан хурав параймарăм. Ман пек пĕлменлĕхпе пурăнакансем чылай. Харпăр хăйсен пуссинчи шыв пахалăхне тĕрĕслеттерменнисем _ кашни утăмрах. Паллах, ку ĕçе тума никам та хирĕç мар. Анчах ятарлă лабораторире шыври компонентсене тĕрĕслесе пĕлме йỹнех мар теççĕ. Çав анализ 5 пинтен пуçласа 15 пине çитме пултарнине илтме тỹр килчĕ. Сывлăхшăн ним те шеллемелле мар те çав, анчах шыв тĕрĕслевĕшĕн çавăн чухлĕ укçа кăларса хума ял çыннишĕн çăмăл тесе калаймăн. Хамăр тăрăхри хăш лабораторире тата йỹнĕрех хакпа тума май çук-ши çакна тесе ыйтасшăн эпĕ. Ку ыйту хаçатăн ытти вулаканĕсемшĕн те кăсăклă пуласса шанатăп. И.ИВАНОВА. Редакцирен: Пирĕн районта шыв пахалăхне тĕрĕслесе анализ тумаççĕ. Ку ыйтупа тĕплĕнрех Роспотребнадзорăн Патăрьелĕнчи уйрăмне 8(83532) 6-20-86 телефонпа шăнкăравласа пĕлме пулать. Эпир статьяра хускатнă ыйтăва Роспотребнадзорăн Патăрьелĕнчи уйрăмне ăнлантарса пама ярса патăмăр. Хуравне çитес номерсенче пичетлĕпĕр.