Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç киленỹ кỹрет

05 августа 2011 г.

Ĕç киленỹ кỹрет Выльăх-чĕрлĕх - укçа çăл куçĕ Ыйхă мĕнне пĕлмест Людмила Васильевна. Çĕнĕ кун пуçланмасăр та канма выртаймасть вăл. Вырăн çинчен вара хĕвелтен те ир тăрать. Пĕр курка кофе ĕçет те кил хушшинчи ĕçсене пуçăнать. "Ăçтан пуçлам-ши?" - тесе тăмасть, малтан ĕнисем патне васкать. Виçĕ ĕнине суса симĕс курăк çине кăларать, вĕсене тата пушмак пăрăвĕсене, сурăхĕсене кĕтĕве хăвалать, ытлашши сĕтне усламçăсене сутать. Паян кĕтỹ черечĕ мар-ха, атту пулсан тата йывăртарах тивет ăна. Унтан çамрăк пăрусене, сыснасене апатлантарать. Чăххи-чĕпписемпе хур-кăвакалĕсем, кăрккисем те кил хуçи хĕрарăмĕ хыççăнах çỹреççĕ. Кроликĕсен умĕнче те симĕс курăк пĕтнĕ. Йытăпа кушак савăчĕсем пушшине те асăрхаса ĕлкĕрет. Килти выльăхĕсене апат парсан хунямăшĕн килне васкать вăл. Çывăхра мар, тепĕр урамах чупмалла. Çулла аптăрамасть-ха, хĕлле Чечексен урамне юр хĕвет. Ун чухне халран каятăн, çапах çанталăка кỹренеймĕн, унăн хăйĕн саккунĕ. Тĕп килтен пĕтĕмпех куçса килеймен-ха Людмила. Çавăнпа та икĕ килти выльăхсене пăхса çичĕ сехет çитнине те сиссе юлаймасть. "Ĕне усраканăн тути çуллă",_ тенĕ чăвашсем мĕн авалтанах, анчах пилĕк авмасан сĕчĕ те, çăвĕ те, аш-какайĕ те пулайманнине лайăх ăнланать пилĕк теçетке тултарнă, пĕр самант та ахаль ларма пултарайман хĕрарăм. _ Людмила Васильевна, мĕншĕн çав таранччен нушаланатăр? _ Ялта укçа-тенкĕн пĕртен-пĕр çăл куçĕ _ выльăх-чĕрлĕх усрани. "Картишне кĕрсен мĕн сас лайăх? Выльăх-чĕрлĕх сасси лайăх...",_ тесе шăрантараççĕ вĕт юрăра та. Ял çынни сĕт-турăхне, çу-тăпăрчине лавккаран туянни килĕшỹллĕ мар. Выльăх усрамасан çурт та хăпартаймăн. Ĕç укçи пĕчĕк ялта. Нăйкăшма, çын çине шанма юратмастăп,_ тет вăл патваррăн. Унтан кăмăллăн хушса хурать: _ Ĕçпе йăпанса пурăнатăп. Кил картинче, пахчара тар тăкни канăçлăх кỹрет мана. Юратса пăхатăп янаварсене, çавăнпа ывăннине те сисместĕп. Пахча тенĕрен, пĕчĕк мар вăл унăн. Ялта пушă ларакан пахчасене те темиçе çул Степановсем нумай çул ỹсекен курăксем акнă. Нумай выльăх усратăп тенипе кăна мар-çке, вĕсене валли çу каçса мĕн чухлĕ курăм ха-тĕрлемелле. Пĕр канăç та çук. Вĕлле хурчĕсем те тытать Люся. Вĕсене вăхăтра пăхмасан каллех пыл çиеймĕн. Пурне те ĕлкĕрет мăнтарăн хĕрарăмĕ. _ Мана виçĕ çул каялла вăхăтсăр çĕре кĕнĕ мăшăрăм пулăшса пырать,_ куçĕсем шывланаççĕ Людмила Васильевнăн. _ Ăна аса илмесĕр пĕр кун та иртмест. Ытла час уйрăлса кайрĕ вăл пирĕнтен... Тăватă çул каялла Людмила Васильевна та пурнăçпа вилĕм аллинче талпăннă. Тăванĕсем çумра пулни тỹсĕмлĕх панă ăна. Йывăр операцисене чăтса ирттернĕскере пит ĕçлеме те хушман. Анчах алă усса ларайĕ-и икĕ ача амăшĕ? _ Çурта вун виççĕмĕш çул тăватпăр. Кăçал пурăнма куçрăмăр, çапах та шалти ĕçсем питĕ нумай. Алă усса ларнипех малалла кайма çук. Ывăл ача витери ĕçсене механизацилерĕ. Шыв йăтмалла мар, ĕнесене алăпа сумастăп, _ савăнăçне пĕлтерет вăл. Икĕ хутлă кирпĕч çурта кĕрсен тĕлĕнсе пĕтереймерĕмĕр. Клубран та пысăк вăл. Верандисем те çỹллĕ. Чăннипех те ăста строительсен алли, самай хулăн кĕмĕл кирлĕ. Кĕске вăхăтрах кермене çавăрма çăмăл мар пĕччен хĕрарăма. Çавăнпа çĕрне-кунне пĕлмесĕр вăй хурать те вăл. Л.Степанова тăхăр сехете ялти библиотекăна çитет. Унта техслужащи пулса тăрăшать. Çу пуçламăшĕнче Шăмалакри библиотекăра пулма тỹр килчĕ. Пĕрремĕш хутĕнче ялти ача сачĕ, пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕ вырнаçнă, иккĕмĕшĕнче вара _ библиотека. Илемлĕ те хăтлă вулавăшра. Залĕсем пысăк. Кунти тасалăхшăн Л.Степанова çанă тавăрса тимлет. Ыттисем пек урайне швабрăпа çуса тухмасть вăл, пĕшкĕнсе, кашни хăмана, çурăка çăвать. Çỹлĕксене те таса тытать. Унăн ĕçĕпе кăмăллă В.Усанова библиотекарь. Ултă çул иртрĕ Людмила Васильевна кунта вырнаçни. Çуркунне 50 çулхи юбилейне уявларĕ харсăр хĕрарăм. Пĕр расхутпах çĕнĕ пỹрт ĕçки ирттерчĕ. Тăвансем йышлă. Кỹршĕ-аршăпа пĕр çăвартан пурăнать. Çутă ĕмĕтсем чăнлăха куçаççĕ ...Лаш Таяпа ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралса ỹснĕ Люся. Сорокинсем тăхăр пĕр тăвана та мĕн ачаран ĕçе вĕрентнĕ. Çиччĕмĕш тĕпренчĕкĕ уйрăмах ял пурнăçне кăмăлланă. Тăван тăрăхрах тĕпленсе юлас тесе Вăрнарти ял хуçалăх училищине вĕренме кĕнĕ. Пахча çимĕçпе улма-çырла туса илекен мастер специальноçне алла илсен яла таврăннă. Унтан килти пахчара мĕн тĕрлĕ кăна çимĕç акса-лартса ỹстермен пулĕ вăл. Анчах унпа кăна çырлахма çук-çке, ĕçе вырнаçнă Люся. Сутуçă профессине алла илнĕ. Хĕре Шăмалакри лавккана ĕçлеме янă. Тỹрĕ кăмăлпа тăрăшнăран, плансене тултарнăран, тавар туянакансемпе çепĕç пулнăран ăна заведующине лартнă. Хĕл кунĕсенче киле çỹреме кансĕртен хваттере вырнаçнă. Кỹршĕ каччи пĕрре курсах килĕштернĕ ăна. Туслă та юратса çỹренĕ хыççăн 1983 çулта Людмила Сорокинăпа Николай Степанов çемье çавăрнă. Николай хуçалăхра тĕрлĕ çĕрте тăрăшнă. Сварщик ĕçне те пултарнă вăл. Каярахпа фермăра скотникре вăй хунă. Туслă мăшăр икĕ ача çуратса ỹстернĕ. "Епле те пулсан хамăр вăйпа, хамăр алăпа çурт лартасчĕ теттĕмĕр. Тăрăшсан, çине тăрсан хăть те мĕнле йывăрлăх та хыçа юлать, çутă ĕмĕтлĕ шухăшсем чăнлăха куçаççĕ, теççĕ. Чăннипех те çапла",_ тет Людмила Васильевна, каллех савнă мăшăрне куç умне кăларса тăратса. Шел, чире пула ачисем пурнăçăн анлă çулĕ çине тухнине кураймарĕ ашшĕ. Алеша ывăлĕ Чăваш ял хуçалăх академине пĕтернĕ, халĕ аспирантурăра вĕренет. Таня медколледж хыççăн Шупашкарта медсестрара тăрăшать. Вĕсене вĕрентес, çĕнĕ çурт лартас тесе пит ăшталанатчĕç ашшĕпе амăшĕ. Миçе çĕр пуç сысна çури, 50 пуç ытла вăкăр самăртса сутнă, ĕнесем виççĕрен кая пулман Степановсен. Аллă çул хушшинче Людмила Васильевна тĕрлĕ çĕрте тар тăкнă. Повар ăсталăхне те кăтартнă вăл. 10 çул ферма заведующийĕнче пиçĕхнĕ. Хуçалăх хирĕнче пай илсе чĕкĕнтĕрне те çумланă. Паян кăштах та пулин пушă вăхăт тупăнсанах Людмила Васильевна вăрмана утать. Шăпăр касать, милĕк ха-тĕрлет, çырла-кăмпа пуçтарать. Çав вăхăтрах библиотека çумĕнчи "Гармония" клуба çỹреме те ерçет. Килен-каян хăнасене те тарават вăл. Вĕсене лавккари çимĕçпе мар, хăй пĕçернĕ тутлă кукăльсемпе сăйлама тăрăшать. Пылпа чей ĕçтермесĕр кăларса ямастех. Хальлĕхе пĕчченех кун кунлать Людмила капмар çуртра. Малашне ывăлĕн çемйи тĕп килте хунав ярасса шанать. Чăннипех те çăмăл мар ăна, çапах урăхла пурăнма пĕлмест вăл. Валентина КИРИЛЛОВА. Ĕç киленỹ кỹрет Выльăх-чĕрлĕх - укçа çăл куçĕ Ыйхă мĕнне пĕлмест Людмила Васильевна. Çĕнĕ кун пуçланмасăр та канма выртаймасть вăл. Вырăн çинчен вара хĕвелтен те ир тăрать. Пĕр курка кофе ĕçет те кил хушшинчи ĕçсене пуçăнать. "Ăçтан пуçлам-ши?" _ тесе тăмасть, малтан ĕнисем патне васкать. Виçĕ ĕнине суса симĕс курăк çине кăларать, вĕсене тата пушмак пăрăвĕсене, сурăхĕсене кĕтĕве хăвалать, ытлашши сĕтне усламçăсене сутать. Паян кĕтỹ черечĕ мар-ха, атту пулсан тата йывăртарах тивет ăна. Унтан çамрăк пăрусене, сыснасене апатлантарать. Чăххи-чĕпписемпе хур-кăвакалĕсем, кăрккисем те кил хуçи хĕрарăмĕ хыççăнах çỹреççĕ. Кроликĕсен умĕнче те симĕс курăк пĕтнĕ. Йытăпа кушак савăчĕсем пушшине те асăрхаса ĕлкĕрет. Килти выльăхĕсене апат парсан хунямăшĕн килне васкать вăл. Çывăхра мар, тепĕр урамах чупмалла. Çулла аптăрамасть-ха, хĕлле Чечексен урамне юр хĕвет. Ун чухне халран каятăн, çапах çанталăка кỹренеймĕн, унăн хăйĕн саккунĕ. Тĕп килтен пĕтĕмпех куçса килеймен-ха Людмила. Çавăнпа та икĕ килти выльăхсене пăхса çичĕ сехет çитнине те сиссе юлаймасть. "Ĕне усраканăн тути çуллă",_ тенĕ чăвашсем мĕн авалтанах, анчах пилĕк авмасан сĕчĕ те, çăвĕ те, аш-какайĕ те пулайманнине лайăх ăнланать пилĕк теçетке тултарнă, пĕр самант та ахаль ларма пултарайман хĕрарăм. _ Людмила Васильевна, мĕншĕн çав таранччен нушаланатăр? _ Ялта укçа-тенкĕн пĕртен-пĕр çăл куçĕ _ выльăх-чĕрлĕх усрани. "Картишне кĕрсен мĕн сас лайăх? Выльăх-чĕрлĕх сасси лайăх...",_ тесе шăрантараççĕ вĕт юрăра та. Ял çынни сĕт-турăхне, çу-тăпăрчине лавккаран туянни килĕшỹллĕ мар. Выльăх усрамасан çурт та хăпартаймăн. Ĕç укçи пĕчĕк ялта. Нăйкăшма, çын çине шанма юратмастăп,_ тет вăл патваррăн. Унтан кăмăллăн хушса хурать: _ Ĕçпе йăпанса пурăнатăп. Кил картинче, пахчара тар тăкни канăçлăх кỹрет мана. Юратса пăхатăп янаварсене, çавăнпа ывăннине те сисместĕп. Пахча тенĕрен, пĕчĕк мар вăл унăн. Ялта пушă ларакан пахчасене те темиçе çул Степановсем нумай çул ỹсекен курăксем акнă. Нумай выльăх усратăп тенипе кăна мар-çке, вĕсене валли çу каçса мĕн чухлĕ курăм ха-тĕрлемелле. Пĕр канăç та çук. Вĕлле хурчĕсем те тытать Люся. Вĕсене вăхăтра пăхмасан каллех пыл çиеймĕн. Пурне те ĕлкĕрет мăнтарăн хĕрарăмĕ. _ Мана виçĕ çул каялла вăхăтсăр çĕре кĕнĕ мăшăрăм пулăшса пырать,_ куçĕсем шывланаççĕ Людмила Васильевнăн. _ Ăна аса илмесĕр пĕр кун та иртмест. Ытла час уйрăлса кайрĕ вăл пирĕнтен... Тăватă çул каялла Людмила Васильевна та пурнăçпа вилĕм аллинче талпăннă. Тăванĕсем çумра пулни тỹсĕмлĕх панă ăна. Йывăр операцисене чăтса ирттернĕскере пит ĕçлеме те хушман. Анчах алă усса ларайĕ-и икĕ ача амăшĕ? _ Çурта вун виççĕмĕш çул тăватпăр. Кăçал пурăнма куçрăмăр, çапах та шалти ĕçсем питĕ нумай. Алă усса ларнипех малалла кайма çук. Ывăл ача витери ĕçсене механизацилерĕ. Шыв йăтмалла мар, ĕнесене алăпа сумастăп, _ савăнăçне пĕлтерет вăл. Икĕ хутлă кирпĕч çурта кĕрсен тĕлĕнсе пĕтереймерĕмĕр. Клубран та пысăк вăл. Верандисем те çỹллĕ. Чăннипех те ăста строительсен алли, самай хулăн кĕмĕл кирлĕ. Кĕске вăхăтрах кермене çавăрма çăмăл мар пĕччен хĕрарăма. Çавăнпа çĕрне-кунне пĕлмесĕр вăй хурать те вăл. Л.Степанова тăхăр сехете ялти библиотекăна çитет. Унта техслужащи пулса тăрăшать. Çу пуçламăшĕнче Шăмалакри библиотекăра пулма тỹр килчĕ. Пĕрремĕш хутĕнче ялти ача сачĕ, пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕ вырнаçнă, иккĕмĕшĕнче вара _ библиотека. Илемлĕ те хăтлă вулавăшра. Залĕсем пысăк. Кунти тасалăхшăн Л.Степанова çанă тавăрса тимлет. Ыттисем пек урайне швабрăпа çуса тухмасть вăл, пĕшкĕнсе, кашни хăмана, çурăка çăвать. Çỹлĕксене те таса тытать. Унăн ĕçĕпе кăмăллă В.Усанова библиотекарь. Ултă çул иртрĕ Людмила Васильевна кунта вырнаçни. Çуркунне 50 çулхи юбилейне уявларĕ харсăр хĕрарăм. Пĕр расхутпах çĕнĕ пỹрт ĕçки ирттерчĕ. Тăвансем йышлă. Кỹршĕ-аршăпа пĕр çăвартан пурăнать. Çутă ĕмĕтсем чăнлăха куçаççĕ ...Лаш Таяпа ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралса ỹснĕ Люся. Сорокинсем тăхăр пĕр тăвана та мĕн ачаран ĕçе вĕрентнĕ. Çиччĕмĕш тĕпренчĕкĕ уйрăмах ял пурнăçне кăмăлланă. Тăван тăрăхрах тĕпленсе юлас тесе Вăрнарти ял хуçалăх училищине вĕренме кĕнĕ. Пахча çимĕçпе улма-çырла туса илекен мастер специальноçне алла илсен яла таврăннă. Унтан килти пахчара мĕн тĕрлĕ кăна çимĕç акса-лартса ỹстермен пулĕ вăл. Анчах унпа кăна çырлахма çук-çке, ĕçе вырнаçнă Люся. Сутуçă профессине алла илнĕ. Хĕре Шăмалакри лавккана ĕçлеме янă. Тỹрĕ кăмăлпа тăрăшнăран, плансене тултарнăран, тавар туянакансемпе çепĕç пулнăран ăна заведующине лартнă. Хĕл кунĕсенче киле çỹреме кансĕртен хваттере вырнаçнă. Кỹршĕ каччи пĕрре курсах килĕштернĕ ăна. Туслă та юратса çỹренĕ хыççăн 1983 çулта Людмила Сорокинăпа Николай Степанов çемье çавăрнă. Николай хуçалăхра тĕрлĕ çĕрте тăрăшнă. Сварщик ĕçне те пултарнă вăл. Каярахпа фермăра скотникре вăй хунă. Туслă мăшăр икĕ ача çуратса ỹстернĕ. "Епле те пулсан хамăр вăйпа, хамăр алăпа çурт лартасчĕ теттĕмĕр. Тăрăшсан, çине тăрсан хăть те мĕнле йывăрлăх та хыçа юлать, çутă ĕмĕтлĕ шухăшсем чăнлăха куçаççĕ, теççĕ. Чăннипех те çапла",_ тет Людмила Васильевна, каллех савнă мăшăрне куç умне кăларса тăратса. Шел, чире пула ачисем пурнăçăн анлă çулĕ çине тухнине кураймарĕ ашшĕ. Алеша ывăлĕ Чăваш ял хуçалăх академине пĕтернĕ, халĕ аспирантурăра вĕренет. Таня медколледж хыççăн Шупашкарта медсестрара тăрăшать. Вĕсене вĕрентес, çĕнĕ çурт лартас тесе пит ăшталанатчĕç ашшĕпе амăшĕ. Миçе çĕр пуç сысна çури, 50 пуç ытла вăкăр самăртса сутнă, ĕнесем виççĕрен кая пулман Степановсен. Аллă çул хушшинче Людмила Васильевна тĕрлĕ çĕрте тар тăкнă. Повар ăсталăхне те кăтартнă вăл. 10 çул ферма заведующийĕнче пиçĕхнĕ. Хуçалăх хирĕнче пай илсе чĕкĕнтĕрне те çумланă. Паян кăштах та пулин пушă вăхăт тупăнсанах Людмила Васильевна вăрмана утать. Шăпăр касать, милĕк ха-тĕрлет, çырла-кăмпа пуçтарать. Çав вăхăтрах библиотека çумĕнчи "Гармония" клуба çỹреме те ерçет. Килен-каян хăнасене те тарават вăл. Вĕсене лавккари çимĕçпе мар, хăй пĕçернĕ тутлă кукăльсемпе сăйлама тăрăшать. Пылпа чей ĕçтермесĕр кăларса ямастех. Хальлĕхе пĕчченех кун кунлать Людмила капмар çуртра. Малашне ывăлĕн çемйи тĕп килте хунав ярасса шанать. Чăннипех те çăмăл мар ăна, çапах урăхла пурăнма пĕлмест вăл.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика