06 августа 2011 г.
Раççей Федерацийĕн суд приставĕсен службин Чăваш Республикинчи управленийĕ кăçалхи пĕрремĕш çур çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетсе канашлу ирттернĕ. Унта асăннă управленин ертỹçи А.Иванов, суд приставĕсен хуласенчи тата районсенчи подразделенийĕсен ертỹçисем хутшăннă. Раççей Федерацийĕн суд приставĕсен службин Чăваш Республикинчи управленийĕ кăçалхи 6 уйăхри ĕç кăтартăвĕсене тишкернĕ май Елчĕк районĕнчи подразделени 2-мĕш вырăн йышăннине палăртнă. 2011 çулхи 6 уйăхра суд приставĕсен Елчĕк районĕнчи подразделенийĕ 6612 ĕç уçнă, вĕсенчен 4162-шне вĕçленĕ, 2771 ĕçĕпе 9 миллиона яхăн укçа-тенкĕ шыраса илнĕ. Çав шутран 2 миллион тенки _ тĕрлĕ налук. Парăмĕсемпе татăлма васкаман парăмçăсен 5 миллион та 718 пин тенкĕлĕх пурлăхне арестлесе 1 миллион та 400 пин тенкĕлĕх сутнă. ГИБДД штрафĕсене вăхăтра тỹлейменнисен тĕлĕшĕпе 2714 ĕç уçнă. Пурĕ 750 пин тенкĕ шыраса илмелле пулнă пулсан, 1413 ĕçпе 384 пин тенкĕ шыраса илнĕ. Ĕç укçине вăхăтра тỹлеймен хуçалăхсен тĕлĕшĕпе 313 ĕç уçнă. Пурĕ 2 миллион та 150 пин тенкĕ шыраса илмелле пулнă пулсан, 269 ĕçпе 1 миллион та 500 пин тенкĕ шыраса илнĕ. Ачисене алимент тỹлесрен пăрăнакансен тĕлĕшĕпе 176 ĕç уçнă, 17 ĕçне вĕçлесе суда çитернĕ, 5 çын тĕлĕшĕпе уголовнăй ĕç пуçарнă. Суд приставĕсен требованийĕсене пурнăçлассинчен пăрăнакансен тĕлĕшĕпе 48 административлă ĕç пуçарнă. Суд йышăну кăларнă хыççăн палăртнă штрафа 30 кун хушшинче тỹлеменшĕн Раççей Федерацийĕн Административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан кодексăн 20.25 статйин 1 пайĕпе килĕшỹллĕн 13 парăмçă тĕлĕшĕпе ĕç пуçарнă, çав шутран 9 çынна арестленĕ (саккунпа килĕшỹллĕн ку чухне суд приставĕн парăмçăна 15 талăк таран арестлеме е палăртнă штрафа икĕ хут ỹстерме ирĕк пур), 4 çыннăн штрафĕсене икĕ хут ỹстерсе тỹлеттернĕ. Ĕçри ăнăçу, çитĕнỹсен вăрттăнлăхĕ чи малтанах коллективпа килĕштерсе, пĕр-пĕрне ăнланса ĕçленинче, ĕçе вăхăтлă та пахалăхлă пурнăçласа пынинче. Çавăн пекех саккуна хỹтĕлес ĕçре пĕрле тачă çыхăнса ĕçлекен органсен - ШĔМĕн Елчĕк районĕнчи шалти ĕçсен пайĕн (ертỹçи В.Волков), РФ Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи управленийĕн (З.Яковлева), РФ налук службин районсем хушшинчи 2-мĕш инспекцийĕн (В.Антонов), район администрацийĕн ĕçченĕсене тата ыттисене те пысăк тав сăмахĕ калас килет.