Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çар десанчĕн уявĕ

06 августа 2011 г.

 Çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче - Сывлăш десант çарĕсен кунĕ пулчĕ. Çак куна çар службинче пулнă десантниксем те Елчĕкре паллă турĕç. Сывлăш десант çарĕсене сывлăх тĕлĕшĕнчен çирĕп, вăй-халлă, хăюллă çамрăксене суйласа илеççĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенчен пуçласа паянхи кунчченех пирĕн районтан тухнă çамрăксем сывлăш десант çарĕсенче тăнă, халĕ те тăраççĕ. Вĕсенчен пĕри _ 1908 çулта Елчĕкре çуралса ỹснĕ Александр Филиппович Беляев полковник Совет Союзĕн Паттăрĕн ятне тивĕçнĕ. Вăрçă тата ун хыççăнхи çулсенче пирĕн ентешсем сывлăш десант çарĕсенче службăра тăнă, Афган, Чечен вăрçисене хутшăннă. Йăлана кĕнĕ тăрăх, десантниксен службин ветеранĕсем Елчĕкри çар комиссариачĕ пулнă çурт умне пуçтарăнчĕç. Çак вырăн Елчĕк районĕн çыннисемшĕн чăннипех паллă вырăн. Кунтан пирĕн ентешсем Аттелĕхĕн Аслă вăрçине, çар службине тухса кайнă, ашшĕ-амăшĕсем, тăванĕсем ывăл-хĕрĕсене ăсатнă. Шăпах çак вырăна пуçтарăнчĕç те ĕнтĕ Сывлăш десант çарĕсен тĕрлĕ çулĕсенчи ветеранĕсем. Тĕрлĕ çулсенче çар тивĕçне пурнăçланă ветеран десантниксене вăрçă тата çар службин ветеранĕсен районти организацийĕн председателĕ П.Анисимов, Чăваш Республикинчи "Доблесть" çар ĕçĕсен обществин организацийĕн председателĕ В.Яковлев, Чăваш Республикинчи вăрçă тата çар службин ветеранĕсен обществăлла организацийĕн комиссийĕн председателĕ Д.Павлов, район администрацийĕн культура тата архив ĕçĕн секторĕн заведующийĕ А.Александрова саламларĕç. Д.Яковлев десант çар службин ветеранĕсене асăну медалĕсем парса чыс турĕ. Уяв кунĕнче десант çар службин ветеранĕсем Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăк, Елчĕкри çар комиссариачĕ пулнă çурт умĕнчи воин-интернационалистсене асăнса вырнаçтарнă десантниксен çар машини умне чечексем хучĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика