06 августа 2011 г.
Çурла уйăхĕн 5-мĕшĕ тĕлне районĕпе 3738 гектар (19 процент) пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем çулнă. Çулнин 2849 гектарне (76 процент), пурĕ 74787,9 центнер тырă çапса тĕшĕленĕ. Пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç 26,3 центнерпа танлашать. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене "Прогресс" АХОра 398 гектар (69 процент), "АСК-Яльчики" ОООра 271 (100 процент), "Нива" агрофирма" ОООра 220 (100 процент), "Эмметево" ОООра 191 (100 процент), "Рассвет" ЯХПКра 177 (84 процент), "Аранчеево" агрофирма" ОООра 160 (68 процент) , "Победа" ОООра 152 (78 процент), "Комбайн" ЯХПКра 150 (84 процент), "Сатурн" ЯХПКра 129 (59 процент), "Свобода" ЯХПКра 127 (74 процент), "Яманчурино" ОООра 117 гектар (72 процент) çинче çапса тĕшĕленĕ. Пурĕ 4713 тонна (109 процент) утă, 39591 тонна (146 процент) сенаж, 5230 тонна (60 процент) силос хатĕрленĕ. 427 гектар (2 процент) лаптăк çинче кĕрхи çĕртме сухи тунă. 2413 гектар (36 процент) кĕрхи культурăсем акма çĕр хатĕрленĕ. 1226 гектар çинчи улăма пухса хушăксене хывнă.