06 августа 2011 г.
"Кушкă" ЯХПКра паянхи кун тĕлне 800 тонна сенаж хатĕрленĕ. Планпа кунта сенажа 1200 тонна хатĕрлеме пăхса хăварнă. Иртнĕ çул хуçалăх утă склачĕ çунса кайнăран пысăк йывăрлăха кĕрсе ỹкрĕ пулсан та, кунти ĕçченсем пуçĕсене усмарĕç. Выльăх шутне чакарас мар тесе вĕсем Киров хулинчен çителĕклĕ таран утă кỹрсе килме, выльăхсене ăнăçлă хĕл каçарма пултарчĕç. Сăвăнакан ĕнесен шучĕ те чакман кунта, вĕсен шучĕ паянхи кун 120 пуçпа танлашать. Кĕрхи культурăсем акма çĕр хатĕрлес ĕç те ăнăçлă пырать. - Кăçал 170 гектар лаптăк çинче кĕрхи туллăн "Московская-35" сортне акса хăварасшăн. Паянхи кун тĕлне 60 гектар ытла лаптăк çĕр хатĕрлерĕмĕр, - пĕлтерет хуçалăх ертỹçи П.Хмелев. Çу кунĕ хĕле тăрантарать теççĕ. Паянхи кун "уй-хир карапĕсем" урпа ани çинче. Вырма вăхăтĕнче тĕрлĕ ĕçре пысăк тăрăшулăхпа палăракан ĕçченсене - В.Зайцева, А.Мартынова, П.Баскакова, В.Козлова, В.Софронова, П.Андреева, Н.Хмелева, О.Зайцева тата ытти нумай-нумай ĕçчене ырăпа палăртать хуçалăх ертỹçи.