Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тухăçлă усă кураççĕ

06 августа 2011 г.

Тухăçлă усă кураççĕ

Тухăçлă усă кураççĕ "Яманчурино" ОООра вырма ĕçĕсем ăнăçлă пыраççĕ. Ĕçченсем кашни кунпах тухăçлă усă курма тăрăшаççĕ. Хуçалăхра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 582 гектар çинчен пухса илмелле. Хуçалăхăн "ACROS", "Дон", "Нива" йышши комбайнĕсем хальхи вăхăтра ыраш уйĕнче ĕçлеççĕ. Тырра çулас, çапса тĕшĕлес тĕлĕшпе А.Марков, А.Денисов, В.Емельянов комбайнерсем пысăк тăрăшулăх кăтартаççĕ, "уй-хир карапĕсене" кăлтăксăр ĕçлеттерме тăрăшаççĕ. Вĕсене пулăшакансене те ырăпа палăртса хăварас килет. Василий Яковлевичăн хĕрĕ _ Шупашкарти Чăваш патшалăх университечĕн экономика факультечĕн студентки Настя Емельянова, сăмахран, ашшĕпе пĕрле иртен пуçласа каçчен комбайн çинче. С.Вороновпа Т.Марков та комбайнерсене пулăшаççĕ. Тепĕр студент та, Шупашкарти экономикăпа технологи колледжĕнче вĕренекен Владимир Ильин, çăкăр хакне мĕн çамрăкран туйса ỹснĕ. Комбайнсем патĕнчен йĕтем çине тырă турттарать вăл, кунне вун-вун рейс тăвать. Йĕтем çинче те хĕрỹ ĕç пырать. Тырă тасатакансем кашни сехетпе тухăçлă усă кураççĕ. Сортировкăсене Ю.Егоров машинист ĕçлеттерет, весовщик ĕçне Н.Сергеевăна шаннă. Сенаж хатĕрлес тĕлĕшпе те ĕç хĕрỹ кунта. Паянхи кун тĕлне 1000 тонна ытла сенаж хатĕрлеме ĕлкĕрнĕ. В.Немцевпа С.Матвеев курăка çулса пыраççĕ, ăна Ю.Рахмуллин, Ю.Комиссаров водительсем турттараççĕ. Ку ĕçре Р.Курмышев, Ю.Комиссаров, В.Матвеев, А.Сорокин, Ю.Быков механизаторсем те тăрăшуллă.

Сăн ỹкерчĕксенче: Емельяновсем ыраш пуссинче; Л.Малышкин, А.Петрова ĕçченсем сенаж хатĕрлессипе тимлеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика