Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çын пуласси ачаран паллă

03 августа 2011 г.

Çын пуласси ачаран паллă Кăçал Кушкăра пĕрре мар салтак юрри янăрарĕ. Çакă чун-чĕрене савăнтарчĕ те, хурлантарчĕ те. Мĕн калăн, салтак пурнăçĕ пĕрре те çăмăл мар. Акă, Зинаида Филипповнăпа Петр Васильевич Тарасовсем те хăйсен Саша ывăлне çар службине ăсатрĕç. Саша кăçал Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренсе "Историпе правоведени" факультетне пĕтерчĕ. Унăн диплом ĕçне комисси "лайăх" паллăпа хакланă. Шăпа Сашăна диплом хỹтĕленĕ кун салтака тухса каймалла турĕ. "Улми йывăççинчен аякка ỹкмест", _ тенĕ ваттисем. Чăнах та, Саша ашшĕпе амăшĕ пекех ĕçчен те сăпайлă пулса çитĕнчĕ. _ Саша, хăшĕ-пĕрисем салтака каясшăн мар, _ сăмах пуçланăччĕ пĕринче ашшĕ. _ Атте, эсĕ арçын çарта пулмаллах теттĕн яланах, хăв та салтак пулнă, _ тавăрчĕ ывăлĕ. Петр Васильевич нимĕн те чĕнмерĕ, ывăлĕн шухăшĕ ăна савăнтарчĕ те, мăнаçлантарчĕ те. Çурçĕр Тинĕс-Çар флотĕнче службăра пулнăскер, ачине те пĕчĕкрен Тăван çĕр-шыва хỹтĕлемелли çинчен вĕрентсе ỹстерчĕ вăл. Саша кĕçĕн классенчех пуçаруллă пулса ỹсрĕ, ăна университетра та асăрхарĕç: археологи экспедицине ертỹçĕ туса ячĕç. Студентсен хулинче те палăрса тăнă вăл. Футбол команди йĕркелесе ăмăртусем ирттернĕ, кĕрешессипе ăмăртусене хутшăннă. Тĕрлĕ конкурссенче малти вырăнсене йышăннă. Юлташĕсене вĕренỹре пулăшса пынă. Саша çемьере пĕртен-пĕр ача. Ашшĕпе амăшĕ ăна автомашина та илсе панă. Вăйлăскер, кĕрешессипе спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне те тултарчĕ. Апла пулсан та курнăçланмасть вăл. Эрех-сăрапа иртĕхмест. Ашшĕпе амăшне, ватăсене хисеплет. Вĕсен çемйинче урăхла пулма та пултараймасть пулĕ. Мĕншĕн тесен ашшĕпе амăшĕ хăйсем те сывă пурнăç йĕркине çирĕп тытса пыраççĕ, çемьере ăшă туйăмсем хуçаланаççĕ. Зинаида Филипповна мăшăрĕпе тата ывăлĕпе чунтан савăнать: манăн тĕрекĕм, манăн савăнăçăм, тет вăл вĕсем çинчен сăмах хускатсан.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика