Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вырма ĕçĕсем пыраççĕ

03 августа 2011 г.

Район администрацийĕн структура подразделенийĕсен, предприятисемпе организацисен, учрежденисен ертỹçисен, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен тунти кунхи канашлăвĕнче район пурнăçĕшĕн пĕлтерĕшлĕ ыйтусене тишкернĕ, малашнехи тĕллевсене палăртнă. Канашлăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин ертсе пынă. Хальхи вăхăтра районта ĕççин хĕрỹ тапхăрĕ - вырма вăй илсе пырать. Çакăн пирки район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн ертỹçи П.Тремасов чарăнса тăнă. Канашлу кунĕ умĕн пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акнă лаптăкăн 9 процентне çулса вырнă, çулнă лаптăкăн 6 процентне пухса çапнă. Иртнĕ шăмат кун кăтарту 700 ытла гектарпа танлашнă. Çапах та кашни хуçалăх ăнăçлă ĕçлет тесе калаймăн. Вырма ĕçне халĕ те "Звезда", "Родник" ял хуçалăх предприятийĕсем, "Бикуловы" хресчен (фермер) хуçалăхĕ пуçăнман. Мĕн кĕтеççĕ-ши вĕсенче? Ĕç хăвăртлăхне вăйлатас тесен культурăсене вырмалла. Тỹрремĕн пухса çапса илмелли майпа та усă курмалла. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин вырма ĕçĕсене авăн уйăхĕн 1-мĕшĕччен вĕçлеме кирлине палăртрĕ. Ăна çавăн пекех сĕт туса илесси начар пыни те хумхантарать. Курăкĕ çителĕклĕ, анчах сăвăм иртнĕ çулхинчен сахалрах. Мĕнре-ши сăлтавĕ? Çакна тĕпчес тĕллевпе халĕ комисси фермăсене пăхса çаврăнать. Пĕтĕмлетỹсене çитес канашлура тĕплĕн пăхса тухма палăртрĕç. Хумхантаракан тепĕр ыйту вăл - куçман пурлăха, çĕр лаптăкĕсене патшалăх енчен регистрацилессине вĕçлесси. Регистраци палатин ертỹçи А.Воробьева çак ыйтăва татса парасси вăраха кайнин сăлтавĕсем çинче чарăнса тăчĕ. Вăл палăртнă тăрăх, хальлĕхе çуртсене, çĕр лаптăкĕсене регистрацилесси çителĕксĕр пырать. Хутсене тивĕçлипе хатĕрлеменнине пула вĕсене темиçе хут каялла тавăрса пама тивет. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем те ку енĕпе тăрăшсах каймаççĕ. Районĕпе 3-4 пин çĕр пайĕсем "хуçасăр", е урăхла каласан, вĕсене ыйтакансем çук. Çавăнпа хуçасăр çĕр пайĕсене шута илмелле, муниципалитет çине куçармалла. Регистраци палати çĕрпе мĕнле усă курнине те тĕрĕслесех тăрать. Хальлĕхе 91 тĕрĕслев ирттернĕ, çĕр саккунĕсене пăснă 26 тĕслĕхе тупса палăртнă, айăплисене тивĕçлипе явап тыттарнă. Ял тăрăхĕсен администрацийĕсем саккунсене пăсакансем çинчен сведенисене çывăх вăхăтрах тăратни вырăнлă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин та куçман пурлăха, çĕр лаптăкĕсене патшалăх енчен регистрацилессине вĕçлессипе, ялсене, урамсене тирпей-илем кĕртессипе ытларах ĕçлеме кирлине палăртрĕ. Çавăн пекех ĕçлекенсен ĕç укçин калăпăшĕ пĕчĕк пулни те щухăшлаттарать. "Кирпич" ОООра, Елчĕкри çăкăр пĕçерекен, сĕт-çу продукцийĕсене ĕçлесе хатĕрлекен заводсенче ĕç укçин виçи ỹсмест, чакать çеç. Мĕнре-ши сăлтавĕ? Çак ыйтăва та çитес канашлусенче пăхса тухма палăртрĕç. Утă уйăхĕн 27-мĕшĕнче районти вĕренỹ учрежденийĕсене, ясли-садсене çитес 2011-2012 вĕренỹ çулне хатĕрленине тĕрĕслерĕç. Районти 3 ятарлă комисси çула тухрĕ. Вĕсен пĕтĕмлетĕвĕ пирки район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.Левый чарăнса тăчĕ. Шкулсенчи столовăйсем, вĕренỹпе медицина кабинечĕсем, ачасен сачĕсен пỹлĕмĕсем, котельнăйсем СанПин требованийĕсене тивĕçтернине, вĕренỹ учрежденийĕсен территорийĕсенче тирпей-илем мĕнле шайра пулнине тĕрĕсленĕ. Чăнах, комисси палăртнă тăрăх, ĕçсем сахал мар тунă: вĕренỹ кабинечĕсемпе коридорсене, спорт залĕсене юсанă, сăрланă, шкулсенче медицина кабинечĕсем йĕркеленĕ, стендсене çĕнетнĕ, Роспотребнадзор, Госпожнадзор органĕсен требованийĕсене пурнăçланă, çитменлĕхсене пĕтернĕ, шкулсен территорийĕсенче тирпейлĕх хуçаланать. Патшалăхăн çĕнĕ вĕренỹ стандарчĕсене пурнăçа кĕртнĕ май, кирлĕ оборудованипе сĕтел-пукан туяннă, спорт площадкисем, туалетсем тунă. Кунта ашшĕ-амăшĕ, спонсорсем пысăк пулăшу панă. Çапах та çитмен-лĕхсем те тĕл пулнă. Тĕрĕслев кунĕ тĕлне вĕренỹ, шкул çулне çитмен ачасен учрежденийĕсенчен 76 проценчĕ паян тесен паян ачасене йышăнма хатĕр. Ытти çитменлĕхсене çурла уйăхĕн 5-мĕшĕ тĕлне пĕтерме палăртнă. Канашлура районшăн пĕлтерĕшлĕ ытти ыйтусене те тишкернĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика