Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Трактор" операци-уйăхлăх пуçланчĕ

03 августа 2011 г.

 Çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнчен районта "Трактор" профилактика операци-уйăхлăх пуçланчĕ. Вăл çак уйăх вĕçĕччен тăсăлать. Иртнĕ çул "Трактор" операци-уйăхлăх вăхăтĕнче пурĕ 96 тракторпа прицепа чарса тĕрĕсленĕ. Вĕсенчен çул çỹремелли йĕркесене пăснине (3 тĕслĕх), техника хăрушсăрлăхне пăхăнманнине, машинăсене патшалăх енчен регистрацилемелли, патшалăх техника тĕрĕслевĕн йĕркисене сĕмсĕррĕн пăснине (4-шар тĕслĕх) палăртнă. Çав-çавах техникăна çỹретнĕ чухне механизаторсем тракторист-машинист удостоверенине илме манаççĕ. Çакăн пек йĕркене 3 механизатор пăснă. 2 трактор çинче регистраци докуменчĕсем, 5-шĕ çинче патшалăх техника тĕрĕслевĕ витĕр тухнине ĕнентерекен талон пулман. Çавăн пекех 1 механизатор путевка илмесĕрех çула тухса ĕçе пикеннĕ. Айăплисене явап тыттарнă. Кăçал та операци-уйăхлăхăн тĕп тĕллевĕ - тракторсемпе прицепсен, хăй тĕллĕн çỹрекен ытти машинăсен хуçисем хушшинче профилактика ĕçне пурнăçласси, кивĕ техника хатĕрĕсене шутран кăларасси, патшалăх техника тĕрĕслевĕ витĕр тухнине асăрхасси.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика