Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пушар - хăрушă пулăм

30 июля 2011 г.

Пушартан яланах асăрханмалла. Унсăрăн ĕмĕрĕпе пухнă пурлăх кĕске вăхăтрах кĕл купине çаврăнать. Ĕлĕкрен çапла каланă: "Вăрă кирлине кăна илет, пушар вара улăм пĕрчи те хăвармасть". Ĕлĕкрех çурт-хуралтăсене йывăçран купаланăран, тăрăсене улăмпа витнĕрен пушарта ялсем тĕпĕпех çунса кайни сахал мар пулнă. Сăмахран, пĕр çулĕнче Тĕмер ялĕн кăнтăр енчи пĕр урамĕ тĕппипех çуннăччĕ. Халь çуртсене кирпĕчрен купалаççĕ, тăррисене шăвăçран витеççĕ. Çавна пула пушар тухасси сахалланчĕ, çапах та кашни çулах кашни ялтах пушар пулать. Пушар сỹнтерекен машинăсем вырăна вăхăтра çитни, ăнăçлă ĕçлени пушара сарăлса кайма памасть. Хăй вăхăтĕнче пушар сỹнтерекен машина кашни ялтах пулнă-ха, вĕсене колхозсем тытса тăнă. Юлашки çулсенче вĕсем кивелсе юрăхсăра тухса пыраççĕ. Çĕнетме вара хальхи пĕчĕк хуçалăхсен хевти çитеймест ахăр, е вĕсене туянса укçа-тенкĕ тăккаласшăн мар-ши? Пушар сỹнтерекен машинăсене тытса тăма юлашки çулсенче ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене шанчĕç. Шанма шанчĕç-ха, анчах укçа-тенкипе тивĕçтермеççĕ. Çакна эпĕ Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн тĕслĕхĕпе çирĕплетсе парасшăн. Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕ 7 яла пĕрлештерсе тăрать, унччен унта 4 коллективлă хуçалăх шутланнă. Кашнинчех пушар сỹнтермелли машина пулнă. Халь вĕсем, Тĕмер ялĕнчи машинăсăр пуçне, пурте юрăхсăра тухнă. Çакна шута илсе ял тăрăхĕн çыннисем хăйсен укçи-тенкине пухса пĕлтĕр кивĕ ЗИЛ-130 бензовоза тĕпрен юсарĕç, хăйсен шучĕпе виçĕ водителе ĕç укçи тỹлесе тăраççĕ. Малтан килĕшсе татăлнă тăрăх, асăннă ĕç укçине "Труд" ЯХПК, "Эмметево" ООО тата "АСК-Яльчики" аỸф" ООО тỹлесе пымаллаччĕ. Анчах вĕсем хăйсен тивĕçĕсене пурнăçламаççĕ. Сăмахран, Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕ укçа-тенкĕ куçарнă пулсан та, хăш та пĕр хуçалăх хĕллехи вăхăтра та урамсене юртан кирлĕ пек тасатса тăрайманни ку тăрăхри çынсемшĕн вăрттăнлăх мар. Кăçал Юбилей урамне хĕл иртсе кайса та трактор юр хырма кĕрсе курмарĕ. Нумай пулмасть-ха çак ĕçсене колхозсем хăйсен вăйĕпе туса пынă, вĕсене куншăн патшалăх енчен нимле пулăшу та пулман. Вĕсем ĕçе чĕре хушнипе пурнăçланă. Пушартан сыхланасси кашни çыннăн тивĕçĕ, вăл сăваплă ĕç. Ку ĕçрен хуçалăх организацийĕсен пуçлăхĕсем те айккинче тăрса юлмалла мар. Пушар вăл харпăрлăх хуçи кам пулнине пăхса тăмасть, палăртнă вăхăтра пулмасть. "Ăçта çинçе - çавăнта татăлать" тенĕ халăхра. Паянхи кун, ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе хуçалăх организацисен хушшинче тухса тăнă тавлашуллă ыйтусене татса паман чухне, пушар хăрушлăхĕ тата пысăкланать. Ял тăрăхĕн халь усă куракан пушар сỹнтермелли машина кивĕ. Вăл иртнĕ ĕмĕрти 60-мĕш çулсенче тухнă, Оборона министерствинче шутран кăларнă машина пулнă. Кивĕ машинăсене тытса тăма та укçа-тенкĕ нумай тăккаланать. Ман шутпа, ял тăрăхне çĕнĕ пушар машини туянма пулăшмалла. Ял трассăран ытла инçех мар вырнаçнăран, вăл таврари ялсене те пушар сỹнтерме тухса çỹреме пултарать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика