30 июля 2011 г.
Граждансен, обществăн тата патшалăхăн ирĕкĕсемпе саккунла интересĕсене хỹтĕлес ĕçре Раççей Федерацийĕн следстви комитечĕн ĕçченĕсен тỹпи пысăк. Асăннă следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи управленийĕн Патăрьелĕнче вырнаçнă районсем хушшинчи следстви уйрăмĕ паянхи кун Патăрьел, Шăмăршă, Елчĕк, Комсомольски районĕсенче пулакан преступленисене хирĕç кĕрешес, халăх ирĕкĕсене хỹтĕлес тĕллеве пурнăçлать. Уйрăм ертỹçине - юстицин кĕçĕн советникне Р.Шайхалова эпир тĕрлĕ ыйту çине хурав пама ыйтрăмăр. - Руслан Небиуллович, кăçалхи çур çулта туса ирттернĕ ĕç-хĕл çинче кĕскен çеç чарăнса тăрсамăр. - Районсем хушшинчи следстви уйрăмĕ кăçал паянхи кун тĕлне преступлени тунипе çыхăннă 250 ыйтăва пăхса тухнă. Тĕрĕслев ĕçĕсем тăрăх пурĕ 52 уголовнăй ĕç пуçарнă, 48 ĕçе суда çитернĕ. Вĕçленĕ уголовнăй ĕçсен шутĕнче çыннăн пурнăçне тата сывлăхне сиен кỹрессипе çыхăннă преступленисем. Пĕтĕмлетỹ çакна кăтартса парать. Çемьере тата йăлара пулнă йывăр тата уйрăмах йывăр преступленисене çынсем алкоголь шĕвекĕпе минренĕ хыççăн тунă. Çакăн евĕр çынсем ниçта та ĕçлеменнине тата пурнăç тĕллевĕсĕр пурăннине палăртмалла. Правосудие хирĕçле, çыннăн Конституцинче палăртнă ирĕкĕсене хĕснипе, халăх сывлăхне сиенленипе тата ытти енĕпе çыхăннă преступленисене те асăнмалла. - Тунă преступленисене тăрă шыв çине кăларас ĕçре эсир районсенчи прокуратура тата оперативлă шырав ĕç-хĕлне пурнăçлакан органсен ĕçченĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлени паллă. - Çапла. 2010 çулта çеç ШĔМĕн Елчĕк районĕнчи шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсемпе пĕрле килĕштерсе ĕçленĕрен маларах çулсенче пулса иртнĕ 2 преступление уçса парса преступлени тăвакансене тупса палăртма май килчĕ. Юлашки вăхăтра çĕр-шыв коррупцие хирĕç кĕрешес тĕлĕшпе тимлĕ ĕçленине куратпăр. Ку енĕпе район прокуратурипе, шалти ĕçсен пайĕпе килĕштерсе ĕçлени ĕçе самай ансатлатать, преступленисене вăхăтра тата пахалăхлă уçса парассинче витĕмлĕ пулăшу кỹрет. Коррупципе çыхăннă преступленисен йышĕнче ытларах должноç полномочийĕпе киревсĕр усă курни, çав полномочисен картинчен тухни, бюджет тата организаци укçине вăрлани, ĕç вăхăтĕнче взятка пама е илме тăни... Тăватă районпа илес пулсан, коррупципе çыхăннă преступлени тунăшăн вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенчи депутатсене, Раççей Пенси фончĕн пĕр районти управленийĕн начальникне, ял тăрăхĕн пуçлăхне (федераци бюджетĕнчен 148310 тенкĕ вăрланă), ял хуçалăх предприятийĕн председательне, строительство организацийĕн директорне явап тыттарма тиврĕ. - Ĕçе вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçлассинче кадрсем тĕп вырăн йышăнаççĕ. Йыш пысăк-и сирĕн? - Ĕçре мана начальник çумĕ Р.Салимзянов, начальникăн аслă пулăшаканĕ В.Егоров, уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусемпе ĕçлекен В.Ярушкин следователь, Д.Тазюковпа А.Эткеров, В.Зайцев аслă следовательсем, аслă инспектор-делопроизводитель Н.Маркиданова, И.Серов водитель пысăк пулăшу параççĕ. Вĕсем граждансен, обществăн тата патшалăхăн, уйрăм çынсен ирĕкĕсемпе саккунла интересĕсене хỹтĕлес, преступленисене уçса парас ĕçре пахалăхлă ĕçлесе пыраççĕ.