Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăрăшсан ĕç пулать

30 июля 2011 г.

Тăрăшсан ĕç пулать

Елчĕкри "Кирпич" ООО коллективĕ палăртнă тĕллевсене ăнăçлă пурнăçа кĕртет. Продукци туса кăларассин тата ăна сутассин калăпăшне çулран-çул ỹстерсе пырать. Завод хальхи вăхăтра та пĕтĕм хăватпа ĕçлет. Çакăн пирки Л.П.Ласточкина директортан тĕплĕнрех каласа кăтартма ыйтрăмăр: - Кашни çулхи ĕçе малтанхи тапхăртипе танлаштаратпăр. Иртнĕ сезонра 1201 пин штук кирпĕч çапса кăларнă пулсан хальхинче тата лайăхрах ĕçлеме кирлине ăнланатпăр. Малтанхинчен аванрах ĕçлеме майсем те уçăлсах пыраççĕ. Мĕншĕн тесен кирлĕ оборудование çĕнетсе пынă май ĕç условийĕсем лайăхланса пыраççĕ, ĕç тухăçлăхĕ те ỹсет. Çавна пула эпир унчченхи пек сезон вăхăтĕнче ĕç алли шыраса та ытлашши нушаланмастпăр. Коллектив яланхи _ кунта темиçе çул ĕçлекен çынсемпе çирĕпленсе пырать. Тĕслĕхрен, çапнă кирпĕче вакунсем çине тиесе кăмакана хĕртме хатĕрлекен лини çинче ĕçлекен хĕрарăмсем - Светлана Егоркинăпа Ольга Хушкина, Валентина Архилинăпа Галина Горшкова, Наталия Мисяковăпа Светлана Лебедева тата ыттисем те пĕр улшăнмасăр тăваттăмĕш сезон ĕçлеççĕ. Пытармалли çук, кунта ĕçлеме ансат мар, уйрăмах хĕрарăмсемшĕн. Апла пулин те вĕсенчен нихăшĕ те ĕçрен пăрахма шутламасть, çĕннине те шырамасть. Продукци туса кăларнине тата ăна мĕнле пахалăхпа реализациленине кура рабочисене тивĕçлĕ шалу тỹлетпĕр. Ăна яланах вăхăтра паратпăр, хăйсен тивĕçĕсене яваплăха туйса пурнăçлакансене ĕç укçи çумне хушса тỹлессине те çирĕплетнĕ. Çак йĕрке тата лайăхрах ĕçлеме, тăрăшма хистет. Кашни çыннăн пĕр уйăхри вăтам ĕç укçин виçи 8000 тенкĕ ытла тухса пырать. Кăçалхи сезонри 2 уйăхри (çу, çĕртме) ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетес пулсан, пĕтĕмпе 350 пин штук кирпĕч çапса кăларнă. Пĕр сăмахпа, 50 çынна пĕрлештерсе тăракан заводра ĕç вĕресе анчах тăрать. Ăна икĕ сменăпа йĕркеленĕ. Малтан çирĕплетнĕ килĕ-шỹсем тăрăх кирпĕче ытларах Хусан, Чĕмпĕр тăрăхĕсене ăсататпăр. Хамăр республикăри районсенче пурăнакансем те Елчĕк кир-пĕчне хапăлласах туянаççĕ. Цехсенчи кирлĕ оборудованине çĕнетнипе пĕрлех ытти пурлăх никĕсне те çирĕплетсех пыратпăр. Завод администрацийĕн çĕнĕ çуртне хута ятăмăр. Кирпĕч типĕтекен арккăллă склад туса лартнă, ыттисене те юсанă, çĕнетнĕ. Территорие уйăракан картасене çĕнетнĕ. Малашне пурнăçламалли тĕллевсене те палăртнă. Тăрăшсан ĕç пулать. калаçнă.

Сăн ỹкерчĕксенче: хĕрарăмсен ушкăнĕ çапнă кирпĕче вакунсем çине тиет, ун хыççăн ăна кăмакана хĕртме хураççĕ; Геннадий Хушкин кунта нумай çул сварщикра тăрăшать - лайăх специалист. Кирпĕче упаковка тунă çĕре хутшăнма та вăхăтне тупать вăл.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика