30 июля 2011 г.
Çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа ĕç шыракан граждансен, ĕçсĕррисен, çав вăхăтрах ĕç паракансен те ĕçпе тивĕçтерекен центрсен пулăшăвне электронлă майпа тивĕçме пулать. Ĕçпе тивĕçтерекен центра электрон почти урлă çыру çырса йышăнăва çырăнма, професси тĕлĕшĕнчен тĕрлĕ тест ыйтăвĕсене хуравлама, обществăлла ĕçсене хутшăнма заявлени çырма т. ыт. те пулать. Пĕртен-пĕр услови _ заявлени çыракан çыннăн электронлă цифрăллă алă пусни пулмалла. Ăна "Ростелекомра" тỹлевлĕн тутарма май пур. Çавна май черет тăрса ирттермесĕрех, килтен тухмасăрах эсир кирлĕ ыйтăва татса пама пултаратăр. Ĕç сферинче чи малтанах электронлă майпа çак пулăшусене кỹме тивĕç: тỹлевлĕ обществăлла ĕçсене хутшăнма заявленисем йышăнма тата çак ĕçсене йĕркелес пирки информаци тăратма; 14-18 çулхи çул çитмен ачасенчен вĕренỹрен пушă вăхăтра, 18-20 çулсенчи пĕрремĕш хут ĕç шыракан вăтам тата пуçламăш пĕлỹ паракан вĕренỹ учрежденийĕсен выпускникĕсенчен, ĕç шыранă чухне йывăрлăхсемпе тĕл пулнисенчен вăхăтлăх ĕçе вырнаçма заявленисем йышăнма; граждансен ĕç шыраса тупма пулăшма çырнă, ĕç паракансем кирлĕ ĕçченсем тупса пама ыйтса çырнă заявленисене йышăнма; ĕçпе тивĕçтерекенсене вакантлă вырăнсем валли тивĕçтерекен кандидатсем сĕнме; професси суйласа илме профориентаци пулăшăвĕ ыйтса çырнă заявленисене йышăнма, çавăн пекех ĕç рынокĕнчи профессисен переченĕпе паллаштарма, çыннăн пултарулăхне, профессине тĕпе хурса хатĕрленĕ рекомендаципе тивĕçтерме. Паянхи кун Чăваш Республикин халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службинче электронлă алă пуснин тĕслĕхĕ пур граждансене электронлă пулăшупа тивĕçтерес тĕллевпе вăхăтлăх йĕрке ĕçлесе хатĕрленĕ, çирĕплетнĕ. Пулăшупа усă курас текенсен анкета ыйтăвĕсене хуравламалла. Вĕсем Чăваш Республикин патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче, çавăн пекех Чăваш Республикин патшалăх ĕçлев службин сайтĕнче те пур. Электронлă заявлени çине çав майпах хурав парĕç.