30 июля 2011 г.
Çитес вĕренỹ çулĕнче районти шкулсенче патшалăхăн çĕнĕ вĕренỹ стандарчĕсем пурнăçа кĕмелле. Хальлĕхе вĕсем çине пĕрремĕш классенче вĕренекенсем куçаççĕ. Çавна май шкулсене çĕнĕ вĕренỹ çулне мĕнле хатĕрленнине тĕрĕсленĕ чухне çак ыйту айккинче юлмарĕ. Пирĕн ушкăн "Хĕвел" ача садĕнче, Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулăн кĕçĕн классен корпусĕнче, ачасемпе çамрăксен пултарулăх шкулĕнче, Хăвăлçырмари, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи, Тĕмерти, Чăваш Тăрăмри, Аслă Таяпари, Кĕçĕн Таяпари, Таяпа Энтринчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулсенчи лару-тăрупа паллашрĕ. Нихăçан та пушă вăхăт çук педагогăн. Вĕренỹ çулĕнче ачасене пĕлỹ, воспитани парассипе тимлемелле, вăл вĕçленсен вара вĕренỹ учрежденийĕсене çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕрлемелле. Тĕрĕслев кăтартса панă тăрăх, чылай шкула, ясли-сада çĕнĕ вĕренỹ çулне лайăх хатĕрленĕ. Акă, Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулăн кĕçĕн классен корпусне пырса кĕрсенех кăмăл çĕкленет. Патшалăхăн çĕнĕ вĕренỹ стандарчĕсем çине куçнă май, кунта пысăк ĕç туса ирттернĕ: ачасен ашшĕ-амăшĕ, спонсорсем пулăшнипе путвала тасатса кăларса спорт площадки йĕркеленĕ. Пĕрремĕш классенче вĕренекенсем валли туалетсем, алла çумалли вырăнсем хута янă. Классене илемлĕ тĕспе сăрланине пула вĕсем çутă та таса. Паллах, вĕренекенсем тарăн пĕлỹ, тивĕçлĕ воспитани илессе шанса тăма пулать. Чăннипех, кунти педагогсем ачасен ашшĕ-амăшĕпе пĕр чĕлхе тупнă, тарăн çыхăнура. Çакăн пек ырă тĕслĕх Çирĕклĕ Шăхалĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта та тĕл пулчĕ. Кунта шкул çумĕнчи участокра "кану зонине" йĕркеленĕ. Тăхтавсем вăхăтĕнче е вĕренỹ кунĕ вĕçленнĕ хыççăн тивĕçлĕ канма питĕ лайăх кунта. Шкула Раççей Патшалăх Думин депутачĕ П.Семенов та пысăк пулăшу парать. Вăл тăрăшнипе биологипе хими кабинетне 19,2 пин тенкĕлĕх линолеум сарнă. Ытти çĕрте те тасалăх хуçаланать. Çирĕклĕ Шăхальсем ытти çĕнĕлĕхсене те анлă çул парса пыраççĕ: кунта медицина кабинечĕсене хута янă, туалетсем тунă. Тата çакă та тĕлĕнтерет: вĕренỹ учрежденийĕнче пур çĕрте те чечексем "хуçаланаççĕ". Вĕсене кабинетсенче те, коридорта та кашни утăмрах тĕл пулатăн. Çирĕклĕ Шăхальсем кабинетсенчи, коридорти стендсене те çĕнетсех тăраççĕ. Вĕсене чуна килентермелле хатĕрленĕ. Тĕрлĕ информаци илме пулать вĕсенчен. Таяпа Энтринчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта та çĕнĕ вĕренỹ çулне питĕ лайăх хатĕрленнĕ. Кашни çулах кунта мĕн те пулин çĕннине шыраççĕ, пурнăçа кĕртеççĕ. Шкулăн хăйĕн пусă пур. Кăçал тата шкулăн тăррине 491 пин тенкĕлĕх тĕпрен юсанă. Çавăн пекех спонсорсем пулăшнипе ытти юсав ĕçĕсене те пурнăçланă. Патшалăхăн çĕнĕ вĕренỹ стандарчĕсене пурнăçа кĕртсе пĕрремĕш классем (кăçал 6 ача килет) валли кирлĕ оборудовани туяннă. Юлашки вăхăтра ырă йăла çул илчĕ - чылайăшĕсенче шкул çулне çитмен ачасен ушкăнĕсем уçăлаççĕ. Кун пек ушкăнсем Аслă Таяпара, Таяпа Энтринче, Кĕçĕн Таяпара, Тĕмерте тата ытти шкулсенче пур. Çакă ачасене шкул пурнăçне хăнăхма май парать, ашшĕ-амăшĕшĕн те меллĕ. Хальхи вăхăтра, ачасем ытларах çуралнă тапхăрта, шкулсенче пĕчĕккисен ушкăнĕсене уçни питĕ вырăнлă. Ытти вĕренỹ учрежденийĕсене те çĕнĕ вĕренỹ çулне начар мар хатĕрленĕ. Анчах... Лайăххипе юнашар начарри те çỹрет. Хăвăлçырмари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта вĕренỹ çулне тивĕçлипе кĕтсе илес тесе тунă ĕçсем палăрсах каймаççĕ. Чăнах та, шкул çурчĕ йывăçран пулнине шута илсе, пушартан асăрханмалли сигнализаци тытăмне вырнаçтарнă. Çапах та шкулта ытти çĕнĕлĕхсем патне ăнтăлни туйăнмасть: стендсене çĕнетмен, классенче алă çумалли хатĕрсем иртнĕ ĕмĕрĕн çурринчех вырнаçтарнăскерсем, географи площадки йĕркесĕр те тирпейсĕр, урайсене юсаман, стенасене ячĕшĕн анчах сăрă лектернĕ. Шкулта вĕрентекенсем ĕлĕкхи мелсемпе ĕçлеççĕ. Кунта çĕнĕлĕхсен туйăмĕ, варкăшĕ палăрмасть. Нивушлĕ педагогсем çакна туймаççĕ, асăрхамаççĕ? Вĕсем кỹршĕсен, Çирĕклĕ Шăхальсен, ытти кăтартуллă шкулсен паха опычĕпе паллашни те кирлĕ. Тĕрĕслев вăхăтĕнче шкулсенче санитарипе гигиена йĕркисене пăхăннине те тишкерчĕç. Хăш-пĕр шкулсенче çутă ламписене улăштармалла. Уйрăмах столовăйсенче СанПин стандарчĕсене пăхăнни кирлĕ. Комисси вĕренỹ учрежденийĕсенче медицина кабинечĕсене, котельнăйсене, территорине тирпей-илем кĕртнине те тĕрĕслерĕ. Тĕпрен илсен, шкулсене çĕнĕ вĕренỹ çулне лайăх хатĕрленĕ. Шкулсене хăтлă та илемлĕ тăвас тесе тăрăшакансем пурри савăнтарать. Çитменлĕхсене вара пĕтермеллех.