23 июля 2011 г.
Районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче тырă вырма тухрĕç. Иртнĕ çулхипе танлаштараймăн, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем кăçал тухăçлă çитĕннĕ. Анчах вĕсене пỹлмесене пухса кĕртме çăмăл пулмĕ. Тăпрара нỹрĕк çителĕклех пулнине кура хăмăл çỹллĕ ỹссе çитĕннĕ. Утă уйăхĕн пуçламăшĕнче тата темиçе кун каялла анчах çуса иртнĕ шалкăм çумăр ял хуçалăх культурисен пысăк лаптăкне сиен кỹчĕ - тырă çĕр çумне выртрĕ. Çĕр çумне выртнă тырă вăхăтра, кирлĕ пек пиçсе çитеймест, ăна сушилкăсенче типĕтмелле те пулма пултарать. Тепĕр енчен, çак лаптăксене ниепле те малтан вырса пăрахмасăр тỹрремĕн çапса тĕшĕлеймĕн. Тăкаксем нумай пуласси, ĕç çи ытти çулхисемпе танлаштарсан, ытларах вăхăта тăсăласси каламасăрах паллă. Çак çăмăл мар лару-тăрура уйрăмах вăхăтпа туллин усă курасси, вырма техникине кăлтăксăр ĕçлеме хатĕрлесе çитересси тĕп тĕллев пулса тăмалла. Вырма умĕнхи районти канашлăва хутшăннă ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертỹçисемпе специалисчĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем те шăпах çак ыйтусене сỹтсе яврĕç, йывăрлăхран тухмалли майсене палăртрĕç. Канашлу ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин хутшăнчĕ, пĕтĕмлетсе сăмах каларĕ. Канашлăва хутшăннисем малтан çĕр ĕç культурисене туса илессинче пусă çаврăнăшне çирĕп пăхăнса ĕçлекен, çанталăк условийĕсене пăхмасăр çулсерен тухăçлă тыр-пул çитĕнтерекен "Сатурн" ял хуçалăх производство кооперативĕн уйĕсене çитсе курчĕç. Шел, мĕн тери анасене - хỹхĕм ỹссе çитĕннĕ ял хуçалăх культурисене шалкăм çумăр сиен кỹнех. Вĕсен пысăк пайне малтан вырса пăрахса кушăхтармасăр çапса тĕшĕлесси çинчен шухăшламалли те çук. Ял хуçалăх предприятийĕнче нумай çул ỹсекен курăксене çитĕнтерессинче йĕркене çирĕп пăхăнса ĕçлеççĕ. Тăваттăмĕш çул усă курнă хыççăн лаптăксене сухалаççĕ, пусă çаврăнăшне йĕркелеççĕ. Нумай çул ỹсекен курăксен лаптăкĕ кунта пĕтĕмпе 350 гектар йышăнать. Ỹссе çитĕннĕ курăксене вăхăтпа туллин усă курса чи кĕске вăхăтра çулма тата унран пахалăхлă выльăх апачĕ хатĕрлеме пултарнă. Хуçалăх ертỹçи Ю.Викентьев палăртнă тăрăх, çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне пĕтĕм лаптăкран пухса кĕртнĕ. Халĕ курăксем иккĕмĕш хут ỹссе çитĕннĕ, вĕсене халь тесен халь çулма тухмалла. Ĕçлеме ĕлкĕр анчах. "Сатурн" ял хуçалăх производство кооперативĕнче ĕçе пĕлсе йĕркеленине пула нумай çул ỹсекен курăксене пĕрремĕш хут çулнинченех хăйсене кирлинчен ытлашшипех утă, сенаж хывса хăварма ĕлкĕрнĕ. Халĕ вĕсем иккĕмĕш хут çулакан курăка ăçта вырнаçтарасси, унпа мĕнле усă курасси пирки пуçĕсене "ватаççĕ". Унсăр пуçне, 130 гектар çинче тухăçлă çитĕннĕ куккурусран та сахал мар силос хатĕрлесе хăварма пулĕ. "Колос" ял хуçалăх производство кооперативĕн уйĕнче урпа уйрăмах тухăçлă çитĕннĕ. Ăна вĕсем кăçал пĕлнĕ пекех 400 гектар çинче акса çитĕнтернĕ. Анчах кăçал уйри пуянлăха алла илме, малтанах палăртрăмăр, пĕрре те çăмăл пулмĕ. Яваплă тапхăра вырма техникине хатĕрлессипе мĕнле ĕçленĕ? Тыр-пула çапса тĕшĕлеме районĕпе пурĕ 75 комбайн хутшăнать. Çапла майпа ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенчи 18845 гектар çинчи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене çапса тĕшĕлеме 1 комбайна 251 гектар, нормăпа кирлинчен 2 хут ытла ĕç калăпăшĕ тивĕçет. Палăртнă "уй-хир карапĕсенчен" нумайăшĕ кивĕ. Апла пулсан, вĕсен вырса çапса тĕшĕлемелли лаптăкĕ тата ытларах пулать. Апла пулин те юлашки çулсенче районта çĕнĕ йышши хăватлă техника туянакансем те йышлансах пыраççĕ. Малтан "Прогресс" ял хуçалăх предприятийĕнче тата А.Петров фермер "Акрос", "Яманчурино" сахал яваплă юлташлăхра "Вектор"-410, ун хыççăн "Победа" ял хуçлăх предприятийĕ, Ю.Цветков фермер КЗС-812 "Полесье", кăçал "Энтепе", "Сатурн", Ленин ячĕллĕ тата "Рассвет" ял хуçалăх предприятийĕсем çĕнĕ комбайнсем туяннă. Хăватлă техникăн вăрттăнлăхĕсене алла илме механизаторсене ятарласа хăнăхтарнă, вĕрентнĕ. Унсăрăн май та çук. Мĕншĕн тесен уй-хирте техникăна çỹретессинче хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнманран тĕрлĕ инкек-синкекпе тĕл пуласси те пулма пултарать. Нумаях пулмасть Элĕк районĕнчи "Новый путь" хуçалăхра пулса иртнĕ тĕслĕх - выльăх апачĕ хатĕрленĕ çĕре хутшăнса ĕçленĕ механизатор вилмеллех аманнин тĕслĕхĕ асăрхануллă пулма кирли çинчен тепĕр хут аса илтерет мар-и? Пирĕн тĕлте çакăн пек инкексем пуласран Турă сыхласа тăтăрах. Иртнĕ çулхи типĕ, шăрăх çанталăк условийĕнче тырă мĕн хака çитнине пурте лайăх астăватпăр. Ял хуçалăх предприятийĕсем фермăсенчи выльăх-чĕрлĕхе тăрантарма тырă çитменрен унăн кашни килограмне 9,5-10 тенкĕ! парса туяннă. Фуражлăх тыррăн хакĕ çакăн пек пулнă. Кăçал, ял хуçалăх предприятийĕсен уй-хирĕсенче тырă тухăçлă çитĕннĕ çул, вăл мĕн хак? Хресчен ăна сутнинчен услам илме пултарĕ-и? Ыйтăва уçăмлатар: "Чăвашçăкăрпродукт" патшалăх предприятийĕ 3-мĕш класлă апат-çимĕçлĕх туллăн пĕр килограмне - 6,2, 4-мĕш класлине - 5,8, А ушкăнри 1-мĕш класлă апат-çимĕçлĕх ырашăн кашни килограмне 4,5! тенкĕлле анчах туянать. Ял çыннин - çăкăр çитĕнтерекенĕн йывăрлăхсенчен мĕнле тухмалла? Ку ыйту çине хурав та тупаймăн. Канашлура пĕрле пухăннипе усă курса выльăх-чĕрлĕх отраслĕн кăтартăвĕсене те пĕтĕмлетнĕ. Кăçалхи 6 уйăхри ĕç кăтартăвĕсем çинчен район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ П.Тремасов каласа кăтартнă.