Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çур ĕмĕр сывлăх хуралĕнче

23 июля 2011 г.

Çур ĕмĕр сывлăх хуралĕнче Районти тĕп больница тухтăрĕн Анатолий Ефимович Молоствовăн пурнăçĕнче çак кунсенче икĕ паллă пулăм: утă уйăхĕн 25-мĕшĕнче вăл 70 çул тултарать, тата икĕ эрне каялла Елчĕкри тĕп больницăра унăн ячĕпе ĕç кĕнеки уçнăранпа 50 çул çитрĕ. Районта ỹссе çитĕннĕ çынсенчен ăна палламан-пĕлмен çын çук та пулĕ. Мĕншĕн тесен çур ĕмĕр районти тĕп больницăра врачра, тĕп врачра, Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕнче ĕçленĕ тапхăрти çулсенче вăл яланах халăх хушшинче пулнă, халĕ те çавăн пекех. Тепĕр çамрăк ăмсантăр Ăна, паян-ыран çичĕ теçетке çул тултараканскере, ватă çын тесе калама чĕлхе çаврăнмасть. Утти вăр-вар, кĕлетки тỹрĕ унăн, алă тытса чăмăртанă чухне унра вăй-хал тапса тăнине, çивĕч те чĕрĕ куçсенче вăл çирĕп кăмăллă çын пулнине туятăн. Анчах Анатолий Ефимович тĕп врач, район администрацийĕн пуçлăхĕ пулнă вăхăтра та хăйне пăхăнса тăракансене кỹрентермелле, сасă хăпартса калаçнине çынсем ас тумаççĕ. Ватăпа ватăлла, çамрăкпа çамрăкла калаçать вăл. Чирпе вăйсăрланнă çыннăн кăмăлне çĕклеме те, темле усал çынна лăплантарма та, хăйне хỹтĕлеме те пĕлет. Çавна май иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулсен вĕçĕнче пулса иртнĕ пĕр путишле саманта хăшĕ-пĕри халĕ те астăвать. Ун чухне парти райкомĕн хушăвĕпе районти предприятисемпе организацисен ертỹçисене район представителĕсем туса колхозсене янă. Вĕсем çур аки, вырма, сĕт суса илес ĕçсемшĕн яваплă шутланнă. Çапла май хăйсен тивĕçĕсене пурнăçланипе пĕр вăхăтрах представительсен хуçалăхсенчи ĕçсемшĕн те явап тытма тивнĕ. Районти тĕп больницăн тĕп врачĕ те чылай вăхăта хуçалăхсенче ирттернĕ. Пĕринче вăл хăйне çирĕплетнĕ хуçалăхри фермăри ирхи сăвăма çитеймест. Райком секретарĕ канашлура çакăншăн тĕп врача ятлама пикенет. Тĕп врачăн больницăра ĕçсем те нумай пулнине, вăхăт пулманнине шута илмест. Анатолий Ефимович чăтса тăраймасть, пĕтĕм халăх илтмелле çапла каласа хурать: "Колхоз ĕнисем ман сухала курса хăранипе ытларах сĕт антарма тытăнсан эпĕ кашни кунах ĕнесем умне кайса тăма хатĕр". Зал ахăлтатса кулса ярать. Çакăн хыççăн тĕп врача райком представителĕнчен хăтараççĕ. Анчах райком секретарĕ те хăйне халăх умĕнче "кỹрентернине" манса каймасть... Тĕп врач Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн Аслă Елчĕк çамрăкĕн малалла ăçта вĕренме каясси пирки иккĕленỹ пулман: вăл врач пулать. Çакна тăванĕсем _ Зинонпа Анатолий Волковсем, Зина аппăшĕ врача вĕренсе тухса халăх сывлăхне сыхлас ĕçре тăрăшни те витĕм кỹнĕ паллах. Анатолий Молоствов 1959 çулта Канашри медицина училищине вĕренме кĕрет. Вĕреннĕ хушăрах, 1961 çулта, каникул вăхăтĕнче Елчĕкри тĕп больницăна ĕçе кĕрет. Шăпах çак вăхăтран пуçланать ĕç стажĕ. Çапах та Анатолий Ефимович вăл ỹсĕмри çамрăксен ĕç стажĕ чылай маларах пуçланнă тесе шутлать, çав шутра хăйĕн те. Вăрçă пуçлансан тепĕр уйăхран çут тĕнчене килнĕскер, вăл та ытти ачасемпе пĕрлех ĕç çумне ир çыпçăннă. Шкул çулне çитичченех хăйпе пĕр ỹсĕмрисемпе колхоз хирне пучах пуçтарма тухнă. Шкул çулне çитсен аслисемпе пĕрле колхозра тĕрлĕ ĕç тунă. Каникул вăхăтĕнче чăваш ялĕнчи ачасем хиртен кĕме пĕлмен. Вăрçă асапне те астивнĕ. Çĕр улми мезгине пуçтарнине те манмасть вăл. Йывăр вăхăтра Молоствовсене килте ĕне тытни выçлăхран хăтарса хăварнă. Ашшĕ, Ефим Михайлович, фронтран таврăнсан çеç пурнăç йĕркеленме тытăннă. Вăтам шкул пĕтерсен çулла Казахстана тыр-пул пуçтарса кĕртме хутшăннă Анатолий. Çавна май медицина училищине вĕренме тепĕр çул çеç кайнă вăл. Ăна пĕтернĕ хыççăн, фельдшер специальноçне алла илсен, тỹрех Совет Çарĕн ретне тăнă. Унта виçĕ çул пулнă. Çартан таврăнсан кăна çамрăк врач пулас ĕмĕтне пурнăçланă: Чулхулари медицина институтне вĕренсе пĕтернĕ. Пĕлỹ илнĕ вăхăтрах каçсерен больницăсенче ĕçленĕ. 1972 çулта çамрăк мăшăр _ Анатолий Ефимович тата Любовь Сергеевна Молоствовсем Елчĕк-ри тĕп больницăна яланлăхах ĕçлеме килнĕ. Унтанпа сисĕнмесĕрех 40 çула яхăн иртнĕ. Халĕ Молоствовсене районта пĕлмен çын та çук. Халăх сывлăхне сыхлас ĕçре тăрăшса ĕçленĕшĕн Анатолий Ефимовича "Хисеп Палли" орденпа наградăланă, Любовь Сергеевнăна "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ" хисеплĕ ят панă. Икĕ çула яхăн психоневрологи врачĕнче ĕçленĕ хыççăн Анатолий Ефимовича тĕп врача уйăрса лартнă. Парти райкомĕн бюровĕ çак должноçа çирĕплетнĕ хыççăнах çамрăк ертỹçе тĕп больницăн корпусĕсене кирпĕчрен тăвас ĕçе пуçăнма хистенĕ. Парти райкомĕпе райсовет ĕçтăвкомĕн ертỹçисем сĕннипе çакăн валли районти колхозсенчен усă куракан кашни гектар пуçне пĕрремĕш çулхине пĕрер тенкĕ, тепĕр çул 3-шер, виççĕмĕш çулхине 5-шер тенкĕ пуçтарнă. Çак тата патшалăх уйăрса панă укçа-тенкĕпе 70-мĕш çулсенче районти тĕп больницăн хальхи икĕ тата виçĕ хутлă çурчĕсем, котельнăй ỹссе ларнă. Ỹссе ларнă тени тĕрĕсех пулмĕччĕ. Çак пысăк калăпăшлă ĕçсене пурнăçлама тĕп врачăн ăçта кăна çитнине, мĕн чухлĕ вăй-хал тăкнине вăл хăй çеç пĕлет. Тав сăмахĕ илтес вырăнне тĕп врач пирки çăхавсем çырса яраççĕ. Колхозсенчен пуçтарнă укçа-тенке кивĕ çуртсене юсама ярас вырăнне çĕннисем тума усă курнă, çапла майпа финанс дисциплинине пăснă имĕш. Çакă парти райкомĕпе райсовет ĕçтăвкомĕ ирĕк панипе пулса иртнине те шута илмеççĕ. Парти райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ тĕп больницăн çурчĕсене мĕнле майпа тунине пĕлмĕше перет. Хăйĕн тĕрĕслĕхне, айăпсăрлăхне ĕнентерме Анатолий Ефимовича 7 çул кирлĕ пулнă. Йывăр лав Анатолий Ефимович Молоствов врачăн пурнăçĕнче вăл района тăватă çул çурă _ 1992-1996 çулсенче ертсе пынă тапхăр пысăк пĕлтерĕшлĕ. М.Горбачев пуçланă çĕнетỹ тапхăрĕнче пур шайри пуçлăхсене, депутатсене альтернативлă майпа суйлама тытăннă. 1991 çулхи декабрь уйăхĕнче Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхне те темиçе кандидатран халăх суйласа лартнă. Район пуçлăхĕн пĕрремĕш суйлавĕнче Анатолий Молоствов врач çĕнтернĕ. Ку вăл Раççей патшалăхĕ рынок экономикин тапхăрĕ пуçланнипе пĕр вăхăта килнĕ. Экономикăри хутшăнусене пĕтĕмпех çĕнĕлле йĕркелеме тивнĕ. Вăл вăхăт чăннипех пăтрашуллă тапхăр пулнине çулсем иртсен çеç лайăх ăнланса илетĕн. Патшалăх колхозсене укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен пулăшассине тăруках чакарса хурать. Бюджет организацийĕсене тытса тăма, ĕç укçи тỹлеме сахал укçа уйăрать. Дотаци йĕркипе пурăнакан районсем, çав шутра Елчĕк районĕ те, йывăрлăха кĕрсе ỹкеççĕ. Ĕçлекен вара ĕç укçи ыйтать. Демократи тесе тĕрлĕ карма çăварсем халăха пăтратаççĕ, пĕрлешỹллĕ хуçалăхсене пайлама хистеççĕ. Çакăн пек лару-тăрура пĕтĕм йывăрлăха район администрацийĕн пуçлăхĕ çине тиеççĕ. Вăл вара хăйĕнчен килнине пĕтĕмпех тума тăрăшать. Пĕрле-шỹллĕ хуçалăхсене çур аки, вырма ирттермешкĕн кирлĕ çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе тивĕçтерессишĕн Пушкăрт Республикинчи, Чулхула облаçĕнчи нефть ĕçлесе хатĕрлекен заводсемпе çыхăнусем йĕркелет. Район ыттисенчен кая юлмасăр çур аки тăвать, тыр-пула пуçтарса кĕртет. Анатолий Ефимович каланă тăрăх пысăк йывăрлăха пăхмасăр Вăрăмхăвана, Аслă Елчĕкĕн хăш-пĕр урамĕсене çут çанталăк газĕ кĕртме, Аслă Елчĕк шкулĕн хушма çуртне туса лартма, Тутарстанри Пăвапа Елчĕк хушшинчи çула икĕ район тăрăшнипе асфальт сарма, Комсомольски районĕн чиккинчен пуçласа Елчĕке çити çула юсама, район центрĕнче халăх музейне çĕнĕрен тума, ытти чылай ĕçсем пурнăçлама май килет. _ Район пуçлăхĕн ĕçĕ чăннипех йывăр лав, _ тет иртнине аса илсе Анатолий Ефимович. _ Ăна туртса пыма пĕлỹ, пултарулăх, чăтăмлăх, вăй-хал кирлĕ. Манпа Петр Александрович Блинов хыççăн çак ĕçе кỹлĕннĕ Николай Петрович Миллин район аталанăвĕнче çитĕнỹ-сем тунăшăн савăнатăп. Хаçатăн çывăх тусĕ Хальхи вăхăтра Анатолий Ефимович Молоствов врач-психиатр пулса ĕçлет. Ĕмĕр тăршшĕпех медицинăра çĕнĕлĕхсене вĕренсе пыма, алла илме тăрăшнă. Çакă ăна невропатолог, психотерапевт, иглорефлексотерапевт специальноçĕсемпе ĕçлеме май панă. А.Молоствов халăх хушшинче сывă пурнăç йĕркине сарас тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлет. Хăй вăхăтĕнче ĕç коллективĕсенче, ял пухăвĕсенче ку енĕпе лекцисем нумай вуланă. Район хаçачĕпе тăватă теçетке çул тачă çыхăну тытать. Унăн статйисем пирĕн хаçатра час-часах пичетленеççĕ. Хаçат редакцийĕн коллективĕ А.Е.Молоствова юбилей ячĕпе саламлать, ырлăх-сывлăх, телей сунать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика