Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Футболла вылянă

23 июля 2011 г.

Сывă пурнăç йĕркине тĕпе хурса пурăнаççĕ Вăрăмхăвасем. Спортпа туслă пулнине тепĕр хут çирĕплетрĕç вĕсем. Нумаях пулмасть ялти яш-кĕрĕм кỹршĕ республикăри Пăва районĕнчи Тутиелпе Чăваш Шуршу ялĕнчи çамрăксене футболла выляма чĕнчĕç. Улăхра çамрăксен сасси нумайччен лăпланмарĕ. Вăхăта усăллă ирттернĕшĕн вылякансемпе пĕрлех куракансем те савăнчĕç. Вăйăра туслăх çĕнтерчĕ. Кỹршĕсен вратарĕ В.Андреев ăсталăхĕпе пурне те тĕлĕнтерчĕ. Вăййа йĕркеленĕ çĕрте Вăрăмхăвари В.Московский, Тутиелĕнчи А.Андреев предпринимательсем, И.Карамаликов физрук активлă пулчĕç. Тепрехинче Вăрăмхăвасем футболла выляма кỹршĕ яла каяççĕ. Çакăн пек юлташла вăйăсем час-часах ирттермеллине палăртрĕç çамрăксем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика